Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке - ачасен тусĕ

11 февраля 2019 г.

Урхас Кушкă шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче ачасем пушă вăхăта пач та усăсăр ирттермеççĕ. Пĕчĕк те маттурскерсем çав тери кĕнекесен кĕтесне кăмăллаççĕ. Кăшт вăхăт тупăнсанах вĕсем хăйсен юратнă кĕнекисене алла илеççĕ. Унти ỹкерчĕксене пăхма питĕ юратаççĕ. Ỹкерчĕксене пăхни ачасен тавракурăмне, шухăшлавне аталантарать. Вĕсем калавсем е юмахсем калăплама, сăвăласа каласа пама пултараççĕ. Юмахĕсем те, калавĕсем те хăйсене майлă интереслĕ пулса тухаççĕ, пулма пултарайман япаласене шухăшласа кăларасси те кашнин хăйне евĕрлĕ. Пĕчĕкскерсем пулин те, çĕнĕ шухăш çуратас, предложенисем йĕркелес енĕпе чылайăшĕ маттурлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Кунта ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсен тỹпи те пысăк пулнине палăртас килет. Ушкăна çĕнĕ кĕнеке илсе килсенех ачасем пурте пĕрле пухăнса ларса кĕнекери калавсене "çăвара карсах" итлеме хатĕр. Пирĕн пуласлăх - ачасенче. Çамрăк ăру кĕнекесене юратни, вĕсемпе туслашма ăнтăлни паянхи куншăн кирлĕ пулăм. Литература сăнарĕ-сем урлă ырăпа усала уйăрма вĕренеççĕ, шухăшлавĕ-пе тыткаларăшĕсем те ырă еннелле улшăнни сисĕнет. Çавăнпах ĕнтĕ литература кĕтесне çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатассишĕн тăрăшатпăр.

О. КОНСТАНТИНОВА, воспитатель.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика