Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене депутатпа сỹтсе яврĕç

11 февраля 2019 г.

Юнкун Карапаш ял хутлăхĕн администрацийĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Радим Почемов çынсене йышăнчĕ. Тĕлпулăва çырăннисем чылай пулчĕç. Пынисене ытларах çак ыйтусем кăсăклантарчĕç: çỹп-çапа пухса тиесе тухасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, çутăпа тата шывпа тивĕçтересси. Халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ вара яланхиллех çивĕч ыйтусен шутĕнче пулчĕ. Кашни çыннах Радим Вячеславович тимлĕ итлерĕ, вĕсем хускатнă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕ, май килнĕ таран хурав пама тăрăшрĕ. Хăшĕсене вырăнтах татса пама май пулчĕ. Депутат шухăшĕпе, çакнашкал тĕлпулусем ирттерни халăх хуйхи-суйхине вăхăтра асăрхама, вĕсене хумхантаракан ыйтусене, проблемăсене татса парас çул-йĕре çийĕнчех палăртма май парать.

М. ЖАНДАРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика