Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ кашни килех çиттĕр!

11 февраля 2019 г.

Çак лозунгпа ĕçлеççĕ Хуракассинчи çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракан почтальонсем. Кунти почта уйрăмне Надежда Геннадьевна Никитина 15 çул хушши ертсе пырать, çултан-çул ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатас тесе тăрăшать. Ĕçĕ те, кăтартăвĕсем те унăн курăмлă. Кăна çак тĕслĕх те çирĕп-летет. "Хыпар" хаçат редакцийĕ хăйĕн кăларăмĕсене сарассипе республикăри чи лайăх почта уйрăмĕсене палăртрĕ. Вĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Хуракассинчи почта уйрăмĕ тивĕçнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Район хаçатне çырăнтарас енĕпе те çанна тавăрса ĕçлеççĕ ку тăрăхри почтальонсем. Нумаях пулмасть район хаçачĕн редакцийĕ çырăнтару енĕпе почта уйрăмĕ-сен тата почтальонсен ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Почта уйрăмĕ-сем хушшинче чи малти вырăна хулари пĕрремĕш номерлĕ почта уйрăмĕ тухрĕ. Кунта 2019 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхшăн район хаçатне 217 экземпляр çырăнтарма пултарнă. Хуракассинчи почта уйрăмĕ - иккĕмĕш. Вĕсен кăтартăвĕ - 209. Виççĕмĕш вырăнта Сĕнтĕрпуçĕнчи почта уйрăмĕ - 141. Унтан кăшт çеç Октябрьскинчи почта уйрăмĕ юлнă - 139. Чи нумай çырăнтару тăвакан почтальон çинчен эпир сире вырăсла хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче çырса кăтартрăмăр. Хулари 1-мĕш номерлĕ почта уйрăмĕнче ĕçлекен Валентина Пулеева район хаçатне 98 экземляр çырăнтарма пултарнă. Ун хыççăн вара Хуракассинчи Константин Хлебновпа Ираида Уткина пыраççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем 96 тата 83. Район хаçачĕн редакцийĕ почта уйрăмĕсемпе почтальонсем хушшинче çырăнтару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх конкурс ирттерет. Унăн çĕнтерỹçисене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарать. Хальхинче те редакци сотрудникĕсем маттур почтальонсене хавхалантарма Хуракассинчи почта уйрăмне çитрĕç. Калас пулать, К.Хлебнова хаçат салатма амăшĕ Ольга Николаевна пулăшать. Вăл малтан кунта хăй почтальон пулса ĕçленĕ. 10 çул хушши ĕнтĕ вăл хаçат-журнала вулакансем патне çитерет. Виççĕмĕш вырăн йышăннă Ираида Уткина вара 19 çул вăй хурать почта ĕçĕнче. Нина Ярусова почтальонкăна та асăнса хăварас килет. Вăл та тăрăшать, анчах çĕнтерỹçĕсен шутне лекме йывăртарах пулнине палăртать. Паллах, Хисеп хучĕсемпе парнесем панă хыççăн почтальонсемпе чуна уçса калаçса илтĕмĕр, вĕсене пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав турăмăр. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çырăнтару кăтартăвĕ почтальон вулаканпа пĕр чĕлхе тупнинчен питĕ нумай килет. Кунти почтальонсене вара халăх хисеплени тỹ-рех курăнать. "Эпир район хаçачĕ кашни килех çиттĕр тесе тăрăшатпăр, - палăртрĕç почтальонсем. - Ялта пурăнакан кашни çыннăнах район кăларăмĕпе туслă пулмалла, уйрăмах учительсемпе воспитательсен, культура тата влаç çыннисен".

И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика