Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекене асăнса турнир иртрĕ

11 февраля 2019 г.

Сĕнтĕрпуç ялĕнчи вăтам шкулта А. Востров вĕрентекене асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Шкулта ăна кашни çулах йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ - спорта хутшăнакансене йышлăрах тăвассинче тата сывă пурнăç йĕркине сарассинче. Турнира уçас церемоние Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р. Белова тата шкул директорĕ В. Карпов хутшăнчĕç. Çĕнтерỹшĕн Сĕнтĕрпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнисен, хулари технологи техникумĕн тата Хуракассинчи вăтам шкулăн (пĕрремĕш вырăна та вĕсем йышăнчĕç) ушкăнĕсем тупăшрĕç. Пурте хăйсен маттурлăхĕпе харсăрлăхне кăтартрĕç. Никамăн та çĕнтерĕве алăран вĕçертес килмерĕ. Чи лайăх волейболистсем уйрăм наградăсене тивĕçрĕç. Вĕсене Р.Трофимов, А.Андреев, В. Федоров тата Д. Семенов çĕнсе илчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсем тата медальсем пачĕç Хуракасси ялĕн ушкăнĕ куçакан кубока тивĕçлĕ пулчĕ.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика