Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче сасси пирĕн республикăра та янăрать

11 февраля 2019 г.

Çирĕм икĕ çул каялла радио итлеме кăмăллакансем валли "Мир" радиостанци ĕçлеме тытăннине нумайăшĕ астумаççĕ те ĕнтĕ. Малтан унăн хумĕсене Белорус Республикинче пурăнакансем кăна тытма пултарнă, халь вара аудитори 44 миллион çынпа танлашать. "Мир" сассине Раççейре, Прибалтика çĕршывĕсенче тата Арменире илтеççĕ. Раççейри аудитори 30 миллион çын шутланать. Иртнĕ тунтикунранпа станцие Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем те итлеме пултараççĕ. Радиостанци хыпарлавне уçнипе çыхăннă ятарлă церемоние Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата "Мир" телерадиокомпани председателĕ Р. Батыршин хутшăнчĕç. Станцие 96.5 ФМ хум çинче тытма пулать. Радиостанци икĕ чĕлхепе калаçĕ, вырăсла тата чăвашла. "Чăваш чĕлхи тĕрĕк ушкăнĕсенчи чи ватă чĕлхе. Эпир Раççей Федерацийĕн культурине çỹле хурса хаклатпăр, çавăнпа чăваш чĕлхи те радиоэфирта кăмăллакансем туптăр тесе вăй çитнĕ таранах тăрăшăпăр",- терĕ Р. Батыршин.

И. ЭТМЕНЬ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика