Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туризма аталантарма укçа уйăрса панă

11 февраля 2019 г.

Раççей Федерацийĕн Правительстви шучĕпе, пирĕн республика туристсене илĕртме пултаракан вырăн. Çавăнпа та вăл Чăваш Ен сĕнекен проектсене тимлĕх уйăрать, вĕсене пурнăçа кĕртме пысăк укçа уйăрса пама та хатĕр. Çапла, тĕп хуламăр 550 çул тултарнă тĕле ăна илемлетме Раççей Федерацийĕн Правительствин Пуçлăхĕ Д. Медведев ятарлă Постановлени çине алă пуснă. Туризм кластерне аталантарма правительство 2 миллиард тенкĕ уйăрса панă. Çав укçапа Хĕрлĕ тỹреме тата Çветтуй Троица мăнастирь территорине илемлĕх кỹрĕç. Мускав районне кĕрекен Атăл хĕрринчи лапам Шупашкара килекен туристсемшĕн бренд пулса тăчĕ темелле. Ăна илемлетсе тата типтерлесе хуламăрăн туризм пĕлтерĕшне пысăк шая çĕклесшĕн вырăнти влаçсем.

И.ЭТМЕНЬ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика