Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицинăри çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç

11 февраля 2019 г.

Юнкун Н.А. Геркен ячĕллĕ тĕп больницăра иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетекен пуху пулчĕ. Унта республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников хутшăнчĕç. Тĕп докладпа больницăн тĕп врачĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Л. Албутова тухса калаçрĕ. Хăйĕн докладĕнче Людмила Ильинична больница ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Эпир хăшпĕр цифрăсене кăна илсе кăтартăпăр. Çапла, 2018 çулта район больници 174289 çынна йышăннă, вĕсенчен 122747-шĕ медицина страхлавĕпе усă курнă (ОМС). Ку патшалăх заданине 94,6 : пурнăçлани пулать. 1333 çын патне врачсем киле пынă. Профилактика тĕллевĕ-семпе 53781 çын больницăна пынă. Ку иртнĕ çулхи кăтартуран 41,3: ытларах. 2366 çынна васкавлă пулăшу панă (патшалăх заданине 29,8 : таран пурнăçланă). Больницăн проблемисенчен пĕри - парăмсем пурри. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри 2017 çултанах пухăнса пынă. Ачасен сывлăхне сыхласси - тепĕр çивĕч ыйту. Çак темăпа И.Майкова врач-педиатр калаçрĕ. 2018 çулта вун çичĕ çула çитмен ачасем чирленĕ тĕслĕхсем 2745 пулнă (2017 çулта-2670). Çапах та ку 2016 çулхинчен чылай сахалтарах. Виçĕ çул каялла районта çулталăк хушшинче 3045 ача чирленĕ. Çĕнĕлле тупнă чирсенчен шăмăпа мышца, куç тата вар чирĕсем, ачасен физиологи çитменлĕхĕсем хушшинче виçе тата ỹсĕм дефицичĕ малта тăраççĕ. Кăçала лартнă тĕллевсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем хушшинче, чир-чĕртен вилекенсен шутне чакарса диспансеризаци ĕçĕн шайне пысăклатасси, больницăра ĕçлекенсемпе тунă контракт- сене тивĕçлĕ шайра туса пырасси, çул-йĕр карттинче палăртнă тĕллевсене пурнăçласси, парăмсенчен татăлса тỹлевлĕ пулăшу ĕçĕсене ỹстересси, Октябрьскинчи амбулаторие тĕпрен çĕнетесси тата ытти те. Докладчиксене тимлĕн итленĕ хыççăн В.Викторов министр çитменлĕхсене палăртрĕ, вĕсене татса парса районти медицинăна эффективлăрах тума ыйтрĕ. Вăл республикăра йышăннă "Демографи" тата "Сывлăх сыхлавĕ" проектсемпе паллаштарчĕ. Çак проект-сене Раççей Президенчĕ В. Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев лартнă тĕллевсене шута илсе пуçарса янă. Вĕсем тăрăх 2024 çулта вăтам пурнăç тăршшĕне 78 çула çитиччен ỹстермелле. Каярах Владимир Николаевич М.Николаевăна больницăн тĕп врачне çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ, учреждени ĕçченĕсене Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Юлашкинчен пухăннисем умне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников тухрĕ, вăл пуху ĕçне пĕтĕмлетрĕ.

И. ДЕРЮЖИН.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика