Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулни усса кайтăр!

21 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 1-мĕш кунне Америкăра ухмахсен кунĕ теççĕ, Шотландире çак кун – куккук кунĕ, Японире – пукане кунĕ, Испанире – тăмсай кунĕ. Пирĕн çĕршывра вара – кулăш кунĕ. «Çăрттан пулă хушнипе, хамăр тăрăшнипе», – çакăн пек ят патăмăр Хуракасси Культура çуртĕнче ака уйăхĕн 1-шĕ ячĕпе ирттернĕ кулăш каçне. Хутлăхри тĕрлĕ организацисем камитсем лартса халăха култарчĕç. Райпо магазинĕн ĕçченĕсем «Çĕнĕ арăм шыраса» шÿт кăтартрĕç. «Шÿлкеме» ушкăн «Шăна» тата «Сысна пĕççи мыскари» камитсемпе куракансене ахăрттарчĕç. Администраци специалисчĕсем «Майра -тăк майра!» кулăш лартса пачĕç. Культура сферинче вăй хуракансем «Анне, мана вĕлерчĕç!» инсценировка кăтартрĕç. Нарат Чаккинчи «Шăнкăрав» ансамбль ушкăнĕ «Тете, кушак çури туян-ха» интермедие артистсенчен кая мар лартса пачĕ. Залра пухăннă халăх савăк кăмăлпа, хаваслă кулăпа алă çупса тав турĕ вырăнти «артистсене».

Çак программăпах кулăш каçĕсем Нарат Чаккипе Ваçликасси клубĕсенче те иртрĕç.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика