Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру пуянлăхĕ

21 апреля 2012 г.

Пĕр республикăра, пĕр районта, пĕр ялта пурăнсан та культура çÿпçи тĕпĕнчен çĕннине е, тĕрĕсрех, манăçнине туртса кăлармалли, унпа халăха паллаштарса тĕлĕнтермелли тупăнсах пырать. Уйрăмах асатте-асаннесемпе кукаçи-кукамайсен çÿпçийĕ пуян ку тĕлĕшпе. Асаннесемпе кукамайсем вăл е ку яла республикăн тĕрлĕ районĕсенчен качча килнĕ пулсан – пушшех те. Акă, В. Афанасьева Сĕнтĕрпуç ял тăрăхне Патăръел районĕнчен, Л. Александрова – Красноармейски, Ю. Клементьева – Çĕмĕрле, А. Васильева Вăрнар районĕсенчен килнĕ. Ю. Краснова вара Сĕнтĕрвăрри районĕн çынниех пулнă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ, çÿлерех асăннă хĕрарăмсем халĕ тивĕçлĕ канăва та тухма ĕлкĕрнĕ. Çапах та вĕсем хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăхри ялсенчи ĕлĕкхи чăваш çи-пуçне, тĕрĕсене, апат таврашĕн вăрттăнлăхне тата ыттине те типтерлĕ упраççĕ. Нумаях пулмасть аннесем, асаннесемпе кукамайсем вĕсене Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн Культурăпа библиотека аталанăвĕн центрĕнче халăх умне кăларнă. Хăйсен тăрăхĕнчи çи-пуçĕпе, тĕрленĕ алшăллийĕсемпе илемлĕ ташă çеммипе сцена çине утса тухиччен пайтах репетицисем тунă, яваплă саманта кĕтсе хумханнă, пăшăрханнă. Уяв кунĕ çитсен вара вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕ Культура çуртне пуçтарăннă мĕнпур халăха, ваттине те, вĕттине те, тĕлĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, В. Афанасьева ятарлă конкурссенче тĕлĕнмелле кулăшла историсем каласа панă, хăйнеевĕрлĕ такмаксем шăрантарнă. Ю. Клементьева хăйĕн ăста аллипе чăвашсен çи-пуçĕпе хушпуне çĕлесе хатĕрленĕ. А. Васильева та хăй çыхнă илемлĕ шăтăкласемпе паллаштарнă. Ю.Краснова чăваш апатне – какай кукли хатĕрлесе килнĕ, тăван аппăшĕн, Зоя Бакашинăн, юррисене юрласа панă. Кунсăр пуçне вĕсем хăйсен çинчен мультимедийлă презентацисем урлă тĕплĕ каласа панă, чăваш юррисене караоке майĕпе шăрантарнă, чăваш ташшисем ташланă тата ытти те.

Çак уява курма пуçтарăннисем Культура çуртĕнче йĕркеленĕ ал ĕçĕсен выставкипе те киленсех паллашнă. Вырăнти предприниматель П. Белов вара мĕнпур хĕрарăмсене юрăсемпе савăнтарнă, парнесем парса хавхалантарнă. «Салампи», «†мĕт» ансамбльсем тата ачасен «Сюрприз» ташă коллективĕ уяв вăхăтĕнчи тăхтавсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика