Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулленхи ыйтусем тавра

21 апреля 2012 г.

«Ялта ватăсемпе ĕçке ернисем çеç тăрса юлчĕç. †çлес текенсем хуланалла тарса пĕтрĕç е шапашкăна çÿреççĕ», – çапларах хурав пачĕç информаторсене Маклашки ялĕнче пурăнакан ватăсем, «Мĕнле пурнатăр-ха.»– тесе ыйтсан. Асăннă проблема пирĕн тăрăхра çеç мар, Раççейри нумай яла та пырса тивет темелле хальхи саманара. Чăнах та, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин оперативлă шырав чаçĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Л. Митрофановран тата ЧР Ш†Мĕн муниципалитетсем хушшинчи «Мариинско-Посадский» пай пуçлăхĕнчен Г. Григорьевран (нумай пулмасть çеç ĕçлеме тытăннă çĕнĕ ертÿçĕ районти пур хутлăха та çитсе килсе унти проблемăсемпе паллашма тĕллев лартнă), Кукашни ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕнчен С.Емельяновăран тăракан информушкăн Маклашки ялĕнчи Культура çуртне пырса кĕнĕ чухне куç тĕлне пулнă 5-6 вăй питти арçын йÿçĕ шĕвекпе пуçĕсене минретнĕччĕ те. Право хуралĕн ĕçченĕсенчен те именме пĕлмерĕç вĕсем.

Ялти арçынсем ĕçке ернин тепĕр сăлтавне те шырама хăтланчĕç кунта пухăннисем. Маларах тĕл пулнă Пĕчченхыр ялĕнче пурăнакан хĕрарăмсене те чылай калаçтарчĕ çак ыйту. «Ялсенче сăмакун туса сутасси йăлана кĕрсех çирĕпленчĕ-ши ĕнтĕ. Явап тыттарасчĕ ун пеккисене», – тархасласах ыйтрĕç ял çыннисем право хуралĕн представителĕсенчен. Г. Григорьев ăнлантарса панă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш кварталтах сăмакун тăвакансене ытти çулхисемпе танлаштарсан чылай ытларах тытса чарнă. Вĕсен хаяр шĕвекĕсене экспертизăна янă та сывлăхшăн сиенлĕ тата наркăмăшлă хутăшсем (çынна леш тĕнчене те ăсатма пултараççĕ) тупса палăртнă. Паянхи кун сăмакун туса сутакансене административлă майпа кăна мар, уголовлă ĕç пуçарса та саккун умĕнче явап тыттараççĕ. Ку енĕпе малашне те уйрăмах тимлемеллине , полици ĕçченĕсене халăхăн та кирлĕ чухне пулăшса тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемеллине палăртрĕ Григорий Николаевич.

Информаци кунĕнче халăх патне илсе çитермелли ыйтусене пăхса тухнă хыççăн ялти кулленхи ĕç-пуç тавра пычĕ калаçу. Юр ирĕлсе пĕтнĕрен хĕл каçа пухăннă хăлтă-халтă талккишпех сапаланса выртать. Пĕр шухăшлă та тĕллевлĕ пулса, ялсенче çитес вăхăтрах пĕрле пухăнса та кар тăрса субботниксем тумаллине, Пĕчченхыр ялĕнчи кулата юпи тÿнсе кайнă – ăна тата çулсене вак чул сарса юсамаллине, Маклашки ялĕнчи кĕпере çĕнетмеллине тата ытти чылай ыйтăва сÿтсе яврĕ ял-йыш.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика