Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрĕн – хуçи, тăрăшнин курăмлăхĕ пулмалла

21 апреля 2012 г.

Хăнăхнă йăлапа иртнĕ юнкун республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ку хутĕнче республикăри информаторсен ушкăнĕ тĕпрен улшăнчĕ темелле. Çавна май, чи малтан Шупашкартан килсе çитнĕ представительсемпе районти тĕрлĕ ведомствăсен тата райадминистрацин пай ертÿçисем администрацин пухусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче пухăнчĕç. Пĕр-пĕринпе паллашнă хыççăн вĕсем кун йĕркине палăртрĕç.

Çапла вара малашне пирĕн района килекен информаторсен ертÿçи Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управлени ертÿçин çумĕ Анатолий Дмитриевич Грицай пулĕ.

Юр айĕнчен ĕç тухать, тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Ку чăн та çапла, малтан курăнман, асăрхаман япаласем, çитменлĕхсем, туса çитерменнисем, хĕл каçиччен пуçтарăннисем куç умне тухса тăраççĕ, хăвăртрах ĕçе пикенме хушаççĕ. Иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче çĕкленĕ ыйтусем те, тĕпрен илсен ялхуçалăхĕнчи çурхи ĕçсем, малтан усă курман çĕрсене хута ярасси, ялсенче, çул хĕррисемпе масарсенче тирпей-илем кĕртессипе туса ирттермелли ĕçсем, тин çуралнă тата çулталăка çитмен ачасен сывлăхне упрасси тавра пулчĕç.

Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Грицай, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев, Сĕнтĕрвăрри район больницин тĕп врачĕ В. Езюкова асăннă кун Кушнике çитрĕç. Республикăн тĕп хулинчен, районтан килнĕ ĕçлĕ ушкăна депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ М. Виноградов, Атăлçи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А. Архипов, Кушникри Культура çурчĕн директорĕ Л. Шалахманова тата ял çыннисем кĕтсе илчĕç. Çак çумăрлă кун чи пирвайхи ыйту килнисемшĕн те, кĕтсе илекенсемшĕн те – хытă сийлĕ туса çитермен асфальт çул тăрăхĕнче шыв тулнă лакăм-лĕкĕмлĕ çул сыпăкĕпе çыхăннăскер пулчĕ. Чăн та, хăй вăхăтĕнче нумай миллион тенке ларнă çул кăлтăксăр мар, унăн икĕ вĕçĕнче асфальт сарнă пулсан, варринчи çул вара машинăсене кăна мар, çурран çÿрекенсене те йывăрлăх кăларса тăратать. Çавăнпа çак ыйтăва малашнехи çулсенче татса пама палăртрĕç.

Çуркунне çитнĕ май пушă выртакан çĕр лаптăкĕсемпе тирпейлĕ усă курас ыйту та çĕкленчĕ, вăл ку хутлăхра çивĕч тăрать темелле. Хăйсен ĕçне пуçăнас текен çынсене район администрацийĕ те пулăшма хатĕр, çăмăллăх кредичĕсемпе те усă курма май пур вĕсен. Атăлçи ял хутлăхĕнчи çĕрсене «Рассвет» ООО, С.Степанов- ăн КФХ, «Развитие» ООО пĕлтерĕшлĕ усă курма палăртнă. Çакăн çинчен Кушник салин культура вучахне пуçтарăннă халăха М. Виноградов, С. Степанов, А .Рыбаков пĕлтерчĕç. Тĕслĕхрен, А. Рыбаков 500 гектар çĕр илсе аш-какай паракан мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесшĕн. Çакнашкал ыр тĕслĕхсем районта сахал мар. Нумаях пулмасть А. Тагеев фермер çĕр ытла ăратлă тына, А. Белов – 50 пуç, «Нам Эко» ООО – 10 8 пуç тына туяннă (малашнехи плансемпе Шуршăл тăрăхĕнче тата 500 пуç ăратлă выльăх Канадăран кÿрсе килмелле).

Çитĕнÿсем районăн сахал мар. Вĕсем çинче Юрий Федорович уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Акă, сăмахран, иртнĕ çул юсав ĕçĕсем хыççăн «Асамат кĕперĕ» ача сачĕ уçăлчĕ. Ку çамрăк амăшĕсемшĕн питĕ савăнăçлă япала. Кăçал вара районти вунвиçĕ шкултан улттăшĕнче тĕрлĕрен юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Культура учрежденийĕсем патне те кĕçех черет çитĕ.

В. Езюкова вара ку тăрăхри ватăсемшĕн питех те кирлĕ медицина ыйтăвĕсене хускатрĕ. «Районта 29 фельдшерпа акушер пункчĕ шутланать. Çывăх вăхăтрах «Килтех малтанхи пулăшу паракан хуçалăх» уçма шутлатпăр», – тесе палăртрĕ Валентина Витальевна. – Çавна май пуçаруллă çынсемпе çыхăнăпăр, вĕсем пулăшу меслечĕсене вĕренсе лицензи илĕç, район больниципе тачă çыхăну тытĕç, вырăнсенчи çынсене пирвайхи пулăшу парĕç. Унсăр пуçне чылай ФАПсенче халăха кирлĕ эмелсем сутма та лицензисем пулĕç».

Çавăн пекех кунта пурăнакансем шыв проблемисене те çĕклерĕç. Юхăннă кулатасене çĕнетсе юсама укçа пухма, ĕçне нимелле тума шутларĕç. Шыв ыйтăвне татса пама пулăшакан пухмача чи малтан ял хутлăх пуçлăхĕ А. Архипов 2 пин тенкĕ хучĕ, унăн тĕслĕхĕпе С. Степанов предприниматель те 2 пин тенкĕ хушрĕ. Салара пурăнакансем те çак ĕçе хăйсен тÿпине хывма палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев шыв кулатин ункисене кÿрсе килме тÿрех кирлĕ çĕре шăнкăравларĕ. Апла, çак ĕç кĕске хушăрах вырăнтан хускалĕ.

¤стакассинче пурăнакансене те нумай ыйтусем хумхантараççĕ, ялтан Сĕнтĕрвăррине илсе çÿрекен автобусăн расписанине улăштарасси, ял урамĕнчи çулсене юсасси, çăлсемпе кулатасене çĕнетесси, кил-тĕрĕшрен çырма-çатрасене тухса пенĕ çÿп-çапа пуçтарса тиесе ярасси, урамсене тирпей-илем кĕртесси тата ытти те. Çуллахи вăхăтра пĕвери шыв та ял халăхĕшĕн питĕ паха. ¤на тулăх тăвас тесен, экскаватор явăçтарсах пĕвене юсамаллине палăртрĕç, ял çыннисем те кĕреçесемпе тухса ĕçлеме ÿркенмĕç.

Тин çуралнă тата пĕр çулталăка çитмен ачасен пурнăçне çăлса хăварас енĕпе тăвакан ĕçсем çинчен те каласа хăварчĕ ку тĕлпулура В. Езюкова. Çавăн пекех вăл вырăнти ФАП никĕсе çинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçма май пуррине палăртрĕ.

Информушкăн хускатнă тепĕр ыйту вăл çынсем хăйсен çĕр пайĕсене харпăрлăха вăхăтра куçарасси пулчĕ. Юхăнса юлнă, никама кирлĕ мар çĕр пайĕсем пулмалла мар. Кашни çĕр пайĕн хăйĕн хуçи пулмалла. Халĕ ку тăрăхра 471 çĕр пайĕ шутланать, ку 700 гектартан ытларах лаптăк.

Пухăннисем информушкăна нумай ыйту пачĕç. Вырăнтах татса пама май килекеннисене кунтах сÿтсе яврĕç, ыттисем çине çывăх вăхăтрах хурав пулĕ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика