Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хыпарçине кăмăллаççĕ

21 апреля 2012 г.

 Кăçалхи иккĕмĕш çурçуллăх валли хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр кунсерен тенĕ пек вăй илсех пырать. Пире, районта тухса тăракан «Пирĕн сăмах» хаçат редакцийĕнче вăй хуракансене, паллах, чи малтан Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансем район хыпарçине мĕнлерех çырăнни кăсăклантарать. Шăпах çак тĕллевпе эпир ĕнер хăшпĕр çыхăну уйрăмĕсене çитсе килтĕмĕр, çырăнтару кампанийĕ мĕнле пынипе интереслентĕмĕр, хаçат вулаканĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлтĕмĕр.

«Пирĕн сăмах» тата «Наше слово» хаçатсене 2012 çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма унчченхи хаксемпех çырăнтараççĕ. Ытти тавар хакĕ уйăхсерен тенĕ пек улшăнса, хакланса пынă тапхăрта, «чун апачĕ» вара унчченхи хакпах юлни чылайăшне савăнтарать. Тĕрĕссипе каласан, хаçат кăларма тăкакĕсем ÿссех пыраççĕ пулин те, эпир район хаçачĕн çырăнтару хакне чылайранпа ÿстермен. Çакна вулакан хăй те лайăх пĕлет, çавăнпа район хыпарçине ытти кăларăмсенчен мала хурать. Урăхла пулма та пултараймасть. Ара, «Пирĕн сăмах» Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче тухса тăракан, ку тăрăхри ĕç-пуçа çутатса паракан пĕртен-пĕр хаçат-çке. Тем тесен те ăна çырăнмаллах. Шăпах çапла шутлаççĕ те Кукашни ял хутлăхĕнче пурăнакансем. Эпир кунти çыхăну уйрăмне пырса кĕнĕ чух Галина Николаевна Нестеровăпа Надежда Алексеевна Данилова почтальонсем хăйсен сумкисене тĕрлĕ хаçат-журнал чикетчĕç.

– Кукашни, Печченхыр, Юрьевка ялĕсенче кăмăлласа çырăнаççĕ район хыпарçине, юратса вулаççĕ, 50 экземпляр ытла валеçетĕп ăна. Акă, иккĕмĕш çур çул валли Г. Николаева, В. Александрова, Л. Николаева тата ыттисем те хапăлласах çырăнчĕç, – каласа парать çыхăну уйрăмĕнче 30 çул ытла почтальонта вăй хуракан Г. Нестерова.

– Маклашки, Макаçкасси ялĕсенче пурăнакансем те кăмăллаççĕ «Пирĕн сăмах» хаçата. А. Ильина, А. Кузнецов, Н. Иванова, В. Филиппова тата ыттисем те кашни çулах чи малтан ăна çырăнаççĕ, çитес çур çулта та илсе тăрĕç вĕсем район хыпарçине, – пирĕн калаçăва хутшăнать Н. Данилова. «Вĕсем пирĕн иккĕшĕ те тăрăшуллă почтальонсем. Район хаçачĕн редакцийĕ ирттерекен конкурса çулсеренех активлă хутшăнаççĕ. Г. Нестерова çак конкурс çĕнтерÿçи те пулнăччĕ пĕр çулхине. Пирĕн ял хутлăхĕнче «Пирĕн сăмах» тата «Наше слово» хаçатсене анлă сарнăшăн Дипломпа асăнмалăх парнене тивĕçнĕччĕ», – тет Кукашни çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Л. Сергеева.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика