Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхине халалласа

21 апреля 2012 г.

«Ырă тума васкăр! Ырă кăмăллă пулăр. Ыркăмăллăх – çыннăн чи кирлĕ пахалăх енĕ. Вăл çынлăха пĕлтерет», – тенĕ И. Яковлев.

«Пилеш» ача садĕнче иртекен Чăваш чĕлхин эрни çак тĕп шухăша çирпĕплетет те. ¤на чăваш халăхне çутта кăларассишĕн çине тăрса кĕрешнĕ И. Яковлева тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă. Мероприятисене ачасене те, ашшĕ-амăшĕсемпе педагогсене те явăçтарнă, викторинăсем йĕркеленĕ, чăваш юмахĕсем лартнă, «Мăнкун» уявĕн йĕркине кăтартса панă. Шкулчченхи ачасен пултарулăхне куракансен шутĕнче ача садĕнчен тухакан ушкăнсенчи ачасен ашшĕ-амăшĕсем тата 1-мĕш номерлĕ Гимназин пуçламăш классен вĕрентекенĕсем пулнă. Уяв эрнин программи ытти событисемпе те пуян, пĕчĕккисем чăваш литературин выставкисене çитсе кураççĕ, ĕлĕкхи ача-пăча вăййисене выляççĕ, тематикăллă тĕлпулусене хутшăнаççĕ тата ытти те.

Яковлев вулавĕсем ача сачĕн педагогĕсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсене çывăхлатнă. Çавна май вĕсем кунта И. Яковлевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашнă, Библи кĕнекине чăвашла куçарас тата чăваш алфавитне çырас енĕпе Иван Яковлевич тĕп вырăн йышăннине курса ĕненнĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика