Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена Аршинова – Чăваш Енре

21 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Патшалăх Думин депутачĕпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти фракцийĕн членĕпе Алена Аршиновăпа тĕл пулса калаçнă.

Алена Игоревнăна çĕршыв парламенчĕн аялти палатинче Константин Косачевăн депутат полномочийĕсем вăхăтсăрах вĕçленнĕрен Ÿăна Россотрудничество ертÿçине уйăрса лартнăŸ мандат панă.

Калаçу вăхăтĕнче Алена Аршинова çапла палăртнă, «Хăшпĕр МИХ, тÿрĕ мар кăмăллă экспертсемпе политиксем Константин Косачев Россотрудничество ертÿçин должноçне йышăннă хыççăн Чăваш Ен Дума мандатне çухатнă тесе тăрăшсах элек сараççĕ. Ку мандата Пенза облаçне панă имĕш. Çакă тĕрĕс мар. Эпĕ хамăн тивĕçсене нумаях пулмасть çеç пурнăçлама тытăнтăм, çавăнпа та Чăваш Ене тÿрех килме май тупнăшăн савăнатăп. Республикăра пурăнакансемшĕн ĕçлĕп».

«Суйлавсем иртрĕç, политика хирĕçĕвĕсем хыçра юлчĕç. Эсир улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думинче чи çамрăк депутат, Чăваш Республикинчи халăх ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлĕпĕр», – палăртнă Михаил Игнатьев çак тĕлпулура.

Алена Аршинова хăйне шаннăшăн тав тунă, «Хам сирĕн командăн тивĕçлĕ членĕ пуласса ĕненетĕп», – тенĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика