Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкуна кĕтсе илни

14 апреля 2012 г.

Мăнкун – чиркÿ уяв кунĕ.Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче эпир пĕчĕк ачасемччĕ.Ун чухне Чăваш Енре ял ачисем çулталăк хушшипех кĕтнĕ çак пысăк уява.Вăл çывхарнă май пирĕн аннесем пÿрте çуса тасатса, кăмакасене хăрăмласа, шуратса, апат-çимĕç, çăмарта хĕретсе хатĕрлетчĕç.Хĕвел тÿпене хăпариччен чăх-чĕпсене, выльăхсене апатламалла пулнă – ку вара выльăх ăнса пымаллине пĕлтернĕ.Мăнкунра аннесем кашни çул пире çĕнĕ тум е илсе, е çĕлесе тăхăнтарнă.Эпир, хамăр урам ачисем, ирпе ирех – Володя Лаврентьев, Коля Мешков – пир сумккăсемпе çăмарта пуçтарма тухса кайнă.Тĕл пулаттăмăр Чикмиçинь урамĕнчи кивĕ лавкка умĕнче.Пуçтарма ытла аякка çÿремен, кÿршĕри ватă кинемейсем – аппăшĕпе йăмăкĕ – Татюк, Укçине аппасем патне кăна каяттăмăр.Праски аппа (пĕр 70 çулхи) ватă çын пулнă пулсан та кашни çулах кĕркунне шĕшкĕ мăйăрĕ пухма Кĕчкей айне вăрмана çÿренĕ.Мăнкуна ачасем валли вăл кашни çулах мăйăр хатĕрленĕ.Мăнкун уявĕ питĕ чаплă иртетчĕ, çемьесем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.Ун чухне тăвансем пĕр-пĕринпе тачă хутшăнса, туслă пурăннă.Юр кайман çул тăрăх яшсемпе хĕрсем шурă буркипе (урана тăхăнмалли çăм атă) хăнана çÿренĕĕ

Çавăн пек савăнăçлă, туслă, пурте пĕрле пуçтарăнса кĕтсе илнĕ Мăнкуна.Халĕ çак уяв ячĕпе çырнă хамăн сăвă йĕркисемпе район хаçатне вулакансене паллаштарасшăнĕ

Каçхи кĕлĕ вĕçленет,

Иван атте тав тăватьĕ

Христос Турра мухтаса

Мăнкунпала саламлатьĕ

Чиркÿ чанĕ ян каять,

Çутçанталăка вăрататьĕ

Сарă хĕвелĕ хăпарать,

Вăл та кулса саламлать.

Паян «Христос чĕрĕлнĕ!»–

«Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!», –

Саламлаççĕ пĕр-пĕрне

Чиркÿ уяв кунĕпе!

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика