Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нихăçан иксĕлми телей куркипе

14 апреля 2012 г.

Нихăçан иксĕлми телей куркипе

Вăрман Пилемĕч ялĕнче пурăнакан Валентина Степановна КРАСНОВĂНА çак тăрăхра пурăнакансем ырăпа асăнаççĕ кăна мар, чунтан хисеплеççĕ те.Ара, урăхла пулма та пултараймасть пулĕ.Валентина Степановна нумай çул хушши вĕрентÿ системинче ырми-канми тăрăшнă, уншăн ăна «Ĕç ветеранĕ», «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ятсем панă.Паянхи кун унăн вĕренекенĕсем, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса, хăйсене юрăхлă ĕç вырăнĕсенче вăй хураççĕ.Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă юратнă вĕрентекенне вара вĕсем яланах асра тытаççĕĕ

Саккăрмĕш теçеткене çитнĕ Валентина Степановна ачалăхне куççулĕ витĕр аса илет, «Пирĕн çемьере çичĕ ача кун çути курнă.Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан аттепе пиччене фронта илсе тухса кайрĕç.Унтан пире тăрантарса пурăнакан ĕне те ÿксе вилчĕ.Инкек пĕччен килмест, теççĕ.Аппапа шăллăм та водянкăпа чирлесе ÿкрĕç.Иккĕшĕ те сывалаймарĕç… вилчĕç.Пирĕн хуйхă ун чухне ÿссех пычĕ.Фашистсемпе çапăçма тухса кайнă пиччерен те пĕр сас-хура пулмарĕ (Турра тав, киле таврăнма пултарчĕ вăл).Килте арçын аллисĕр çав тери йывăрччĕ.Ун чухнехи ачасен выляса, урамра чупса çÿреме вăхăт та пулман, вуттине те, уттине те, пĕр сăмахпа каласан, пур ĕçне те хамăрăнах тума тивнĕ.Колхоза та ĕçлеме тухнă эпир, тыррине вырнă, пучах пуçтарнă, шит тăршшĕ çеç ÿсме пултарнă сĕлле тăпăлтарнă. Хĕлле те ахаль ларман. Канмалли кунсенче кĕл, чăх каяшĕ пуçтараттăмăр»ĕ

Хуракасси шкулне вĕренсе пĕтерсен, учитель пулма ĕмĕтленнĕ В.Краснова Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕнче ăс пухма тытăннă.Студент çулĕсем сисĕнмесĕр иртсе кайнă.Тин çеç институт пĕтернĕ Уй Пилемĕч хĕрне Вăрман Пилемĕч каччи, Николай Михайлович, куç хывнă.Çамрăксем пĕрлешнĕ.Телейлĕ мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.Чун тĕпренчĕкĕсем çеç мар, вĕсен ачисем те паянхи кун пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă темелле.Шел пулин те, Валя аппан халĕ тăватă мăнукĕпе тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕпе пĕчченех савăнма тивет.Пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче Николай Михайлович яланлăхах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.Ыр çын кайсан ят юлать, теççĕ.Мăшăрĕпе ачисене, мăнукĕсемпе ытти пур тăванĕсене, ял-йыша савăнмалăх тата асăнмалăх чылай çул хушши вырăнти депутат, ял старости пулнă Николай Михайлович çу кунĕсенче хăйсен сулхăнне йыхравлакан йывăçсем лартса хăварнă. Халĕ çутçанталăкпа пĕрле часах вĕсем те çулçă сарĕç, хăйсене çутă кун парнеленĕ хуçине ырăпа аса илĕçĕ

Паллах, вĕрентекен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар.Институт хыççăн Валентина Степановнăна хамăр районти Октябрьски шкулне учительте ĕçлеме яраççĕ. «Хам пурăнакан ялтан шкул 12 çухрăмра вырнаçнă.Ирхи шуçăмпа пĕрле тăма тиветчĕ.Шартлама сивĕ-и, çил тăман-и, лÿшкетсе çумăр çăвать-и, ниме пăхмасăр инçетри яла утнă эпир.Ун чухне паянхи пек автобуспа машина чупман çав.Октябрьски шкулĕнче 10 çул ĕçлесе пĕр хут выговор та илме тÿр килнĕччĕ мана. Раштав уйăхĕччĕ ун чухне.Çил-тăман таврара çавăрттарать кăна.Çулăн тĕлли-палли те çук.Çухалса кайса çырма хĕррине пырса тухрăм.Çула тупсан, чăм шыва ÿксе, шкула пилĕк минут юлса çав-çавах чупса çитрĕм.Анчах шкул директорĕ мана класа ура та ярса пустармарĕ. Уроксем хыççăн выговор пачĕ.Ун чухне дисциплина тени хытă пулнă çав,» – аса илет хăй ĕçленĕ çулсене Валя аппа.Нарат Чакки ялĕнчи шкулта та ĕçлеме тÿр килнĕ Валентина Степановнăн.Кунта вăл 22 çул хушши ырми-канми вăй хунă.

Ĕмĕрĕпех ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, унăн çепĕçлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата хăйевĕрлĕхĕпе киленме хăнăхтарнă Валентина Степановнăна хăйĕн 80-мĕш çуралнă кунне тулли кĕрекепе тата нихăçан иксĕлми телей куркипе кĕтсе илме сунатпăрĕ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика