Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтăр çул – сцена çинче

14 апреля 2012 г.

«Эсир хăвăр валли тĕрĕс ĕç суйласа илетĕр пулсан, çав ĕçе пĕтĕм чунна паратăр пулсан, телей хăех сире шыраса тупать», – тенĕ К.Ушинский, вырăссен паллă педагогĕ.Çак сăмахсене Нарат Чаккинче пурăнакан Людмила Данькова çинчен каланă пекех туйăнать.30 çул хушши вăл пĕр улшăнмасăр ялти клубра вăй хурать, халăха савăк кăмăл, чуна çĕклентерекен уявсемпе ырă самантсем парнелетĕ

Людмила Геннадьевна 1962 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Октябрьски ялĕнче çуралнă.Медяковсен çемйинче музыкăна питĕ юратнă, ашшĕ хут купăс калама ăста пулнă, амăшĕпе асламăшĕ вара балалайка питĕ лайăх тĕнкĕлтеттерме пĕлнĕ.Шкулта вĕреннĕ чухнех йăмăкĕпе пĕрле ялти музыка шкулне вĕренме çÿренĕ.Ирина йăмăкĕ сĕрме купăс каланă, хăй вара баянпа вылянă.«Анне баян пĕрмай каланăшăн вăрçатчĕ, эпĕ вара мачча çине хăпарса ларса выляса лараттăм», – аса илет халĕ Людмила Геннадьевна.Ун чухне баян каласа ĕмĕр тăршшĕпе çăкăр туянма укçа ĕçлесе илессе шутлама та пултарайман.Шкул пĕтерсен Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухать те ĕçлеме Нарат Чаккине килет.Çавăнтанпа вара пĕр улшăнмасăр культура сферинче вăй хурать.

Çак 30 çул хушшинче панă концертсен шучĕ те çуккă.1995-мĕш çулсенче культура валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрнă пулнă.Клуб çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ ун чухне республикăн чылай районĕсенче концерт панă.Етĕрне, Патăръел, Вăрмар, Елчĕк, Канаш тата ытти районсенче те пулнă.Халĕ, укçа енчен хĕсĕкрех пирки, ытти районсенех тухса çÿреме май çук.Хамăр районти ытти хутлăхсене Людмила Геннадьевна çавах та концертсемпе тухма тăрăшать.Тăван хутлăхри Ваçликасси, Вăта Пукаш ялĕсенчи клубсене вара Л.Данькова ертсе пыракан «Шăнкăрав» ансамбль кашни уява тенĕ пекех концерт программипе каять.Çак туслă ушкăн кăтартнă ĕлĕкхи чăваш туйне хăй вăхăтĕнче телевидени те ÿкерсе илнĕ.Иртнĕ çулла Д.Родионов предприниматель хăйĕн туйне наратчаккисене хушпусемпе ĕлĕкхи тумсемпе юрлама, ташлама Çĕнĕ Шупашкара илсе кайнă.«30 градус вĕри тăратчĕ.Качча каякан хĕрĕн хваттерĕнчен ЗАГС çурчĕ патне çити урамсем тăрăх баян каласа юрласа-ташласа утрăмăр.Пÿрнесем ним туйми пулчĕç, хăмпăсем хăпаланса тухса ларчĕç», – аса илет Людмила Геннадьевна.Çак туйра ĕçлесе илнĕ укçапа кайран пысăк ял уявĕ йĕркеленĕĕ

ЛĕДанькова ĕçленĕ вăхăтра Нарат Чаккинчи Культура çурчĕ «Ялти Культура çурчĕсенчен чи лайăххи» ята тивĕçсе Хисеп хучĕ çĕнсе илнĕĕ

Çак ялтах Люда хăйĕн юратăвне тупнă.Валерий Даньковпа мăшăрланса вĕсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ.Халĕ икĕ мăнукĕ куçа савăнтараççĕ.Килĕнче этнографи музейĕ, Хăна çурчĕ уçнă.Районта çеç мар, республикăра та пĕрремĕш пулса тĕслĕх кăтартнă.Хăна çурчĕ уçнăранпа унта 19 çĕршывран 2 пин ытла турист килсе кайнăĕ

Çак вăхăталла Людмила Геннадьевнăн икĕ паллă юбилей.Культура çуртĕнче ĕçлеме пуçлани – 30 çул, хăй 50 çул тултарчĕ. Пултарулăх ĕçĕнче çак канăçсăр та пуян фантазиллĕ специалист-профессионала тата кăмăллă та тарават хĕрарăма нумай çул вăй хума ырлăх-сывлăх, ăнăçу, чунри çамрăклăх сунас килетĕ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика