Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăпайлă, тирпейлĕ, ăш кăмăллă

14 апреля 2012 г.

Карапашра (тĕрĕсрех, Анатри Карапашра) кирпĕчрен купаланă илемлĕ çуртра Юлия Семеновна Егорова пурăнать.Çуртне урам енчен пăхсассăнах кил хуçалăхне тирпейлĕ те тасалăха, илеме юратакан çын тытса пырать тесе шутлатăн.Чăнах та çапла.Пÿртре тирпейлĕх хуçаланать, пур япала та вырăнтаĕ

Кашни кун ĕçе тухса кайиччен Юлия Семеновна выльăх-чĕрлĕхне апатласа хăварма ĕлкĕрет, чăх-чĕп, ĕне тытать вăл.Пĕлнĕ пекех, юбилей кунĕ умĕн ĕни икĕ пăру парнеленĕ.Иккĕшĕ те ырă-сывă, сĕт ĕмеççĕ, выляççĕĕ

Юлия Семеновна ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнă.Кăçал унăн юбилей çулĕ.Вăл Карапашри ял хутлăхĕнче специалист пулса чылай çул хушши вăй хурать.Нумай ачаллă (10 ача) çемьере çуралнăскер, ĕçлеме те, вĕренме те пултарнă.Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнчен агронома вĕренсе тухнă.Çав специальноçпа пĕлĕвне ÿстерме Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче ăс пухнă.Агрономра та ĕçленĕ, учитель пулса та ачасене биологи, хими предмечĕсемпе пĕлÿ панă.Малалла вĕренесси унăн пуçран тухман.Çавăнпа та Мускаври К.А.Тимирязев ячĕпе хисепленекен ялхуçалăх академине вĕренме каять.Ку вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăн ăна Анапа хулинчи ялхуçалăх техникумне преподаватель пулса ĕçлеме яраççĕ.Кунта тăрăшнă чухне тăванĕсенчен хурлăхлă хыпар килет, амăшĕ чирленĕ, Юльăн ăна пăхма киле таврăнмалла.Юля тăван килне таврăнать, амăшне 10 çула яхăн пăхса пурăнать, кунсерен ĕçе васкатьĕ

Ака уйăхĕн 12-мĕш кунĕнче Юлия Семеновнăна Карапашри ял хутлăх администрацийĕнче ĕçлекенсем юбилей ячĕпе саламларĕç, ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç, Чăваш наци радиовĕпе вăл çуралнă кун ячĕпе тăванĕсем ыйтнă юрра тăнларĕçĕ

Юлия Семеновна – пур ĕçре те типтерлĕхе юратакан тата ăшă кăмăллă çын.Ăна тăванĕсем кăна мар, ялти çынсем те хисеплеççĕ, юратаççĕ.Ял хутлăхне пыракансем ун патĕнчен яланах кăмăллă тухса каяççĕ, мĕншĕн тесен вăл вĕсен ыйтăвĕсене туллин хуравлама тăрăшать, нихăçан та сасса хăпартмасть, хăйне мăнна хумастьĕ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика