Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника юсавран тухса пырать

14 апреля 2012 г.

Кăçал çуркунне ытти çулхисенчен кăшт каярах юлса килнĕрен акана кĕске тапхăр хушшинче пахалăхлă ирттерсе ярасси тĕп вырăна тухса тăрать.Çуракие тухма техника та хатĕр пулмалла.Ака вăхăтĕнче унăн юсавсăрлăхĕ механизаторсене хăйсене те, ытти ĕçченсене те нушалантармалла мар.Техникăпа ĕçлеме кадрсем те çителĕклĕ пулмалла.

Çак ыйтусене ялхуçалăх предприятийĕсенче мĕнлерех татса пама ĕлкĕрнине тĕрĕслеме иртнĕ ытларикун районти ятарлă комисси – ăна Чăваш Ен патшалăх техника надзорĕн Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ районĕсен инспекцийĕн ертÿçи Ю.Григорьев ертсе пырать – Шуршăлти «Нам ЭКО» ОООна çитрĕ.Маларах палăртнă график тăрăх, çак кун комисси умĕнче унăн «экзамен» тытмаллаччĕ.Ĕç вырăнтан тапранман тееймĕн çак хуçалăхра, механизаторсен ушкăнĕ Н.Моляров инженер ертсе пынипе тракторсен тата вĕсен прицепĕсен пĕр пайне юсанă, типтерленĕ.Тĕрĕслевçĕсем пырса çитнĕ чух юсавран кăларнă техникăна тăрăшсах шывпа «мунча» кĕртетчĕç.Паллах, мĕнпур техникăна маларахах çапла туса пĕр рете кăларса лартни аванрахчĕ.Малашне çак манăçнă йĕркене кунта çĕнĕрен йăлана кĕртессе шанас килетĕ

Тăватă трактор единици тата прицепсем юсавлăхĕпе тĕрĕслевçĕсене çырлахтарчĕç.Ку ялхуçалăх предприятийĕ техника базине çулсерен пуянлатса пырать.Тракторсене илес пулсан, иртнĕ çулхи çулла хуçалăха икĕ çĕнĕ трактор килнĕ.Вырăнти инженер асăннă тăрăх, кăçал та ертÿçĕсем çак техникăн тепĕр çĕнĕ партийĕ килсе çитессе шантараççĕ-мĕн.Пĕтĕмпе пĕлтĕр тĕрлĕ йышши техника кунта («Смак-Агро» тата «ТП»Сувар-2» ОООсене шута илес пулсан) 60 миллион ытла тенкĕлĕх туяннă.Çак çул та çĕнĕ техника туянма килĕшÿсем тунă.Хуçалăх ĕçлес тесе тăрăшать.Кăçалхи çурхи ака тапхăрĕнче вăл 1500 гектартан кая мар çĕре «ĕçлеттересшĕн», пĕрчĕллĕ тырпул культурисемсĕр пуçне, пĕлтĕрхи пекех, кукуруза, пахчаçимĕç акасшăн, çĕрулми лартасшăн тата ытти те.

Çакнашкал анлă плансене пурнăçлама ĕç аллисем те çитсе пымалла.Механизаторсен кадрĕсене илсессĕн, хальлĕхе вĕсем çитсех каймаççĕ, çавах та çуракие тухиччен ку проблемăна татса пама майсем пур.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика