Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш кăйкăрне халалласа

14 апреля 2012 г.

Иртнĕ кĕçнерникун СССР космонавт-летчикĕн А.Г.Николаевăн Мемориал комплексĕнче Космонавтика кунне халалланă митинг пулчĕ.

Унта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т.Казакова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е.Казакова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ П.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев, «Байконур-Шупашкар» Ассоциаци вице-президенчĕ Д.Тимофеев, А.Г.Николаев космонавт-летчикăн Мемориал комплексĕн директорĕ А.Тукмаков, Шуршăлти Космонавтика музейĕн никĕслевçи М.Гаврилов (маларахри çулсенче вырăнти шкул директорĕ пулнă) чаплă хăнасем вырăнĕнче пулчĕç.Кунсăр пуçне космос уçлăхне çул уçнине паллă тума Чăваш Республикинчи чылай районсенчен çамрăк космонавтсен отрячĕсем йышлăн килсе çитрĕçĕ

Митинга уçнă май Юрий Федорович хамăр ентешĕмĕрпе – чăваш кăйкăрĕпе чăннипех те мухтанмалла, малашне те ăна яланах асра тытмалла тесе палăртрĕ.

П.Краснов Шуршăлти Мемориал комплексĕн директорне А.Тукмакова чăвашсен космос уçлăхĕн улăп ятне, ĕçĕ-хĕлне малашнехи ăрусемшĕн упраса-сыхласа хăварассишĕн нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.Митингра уява килнĕ ытти хăнасем те тухса калаçрĕç, çамрăк космонавтсен отрячĕсен юхăмĕ анлăланса пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕç. Туризмпа культурăн хутлăхсем хушшинчи çурчĕ çумĕнчи çамрăксен «Собеседник» клубĕпе Шуршăл шкулĕнчи çамрăк космонавтсен саламĕсене хапăлласа итлерĕç пухăннисемĕ

Митинга пуçтарăннă хăнасем те, шкул ачисем те, уява хутшăннă çынсем те Андриян Николаев вилтăприйĕ çине чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç, космос паттăрне асăнса çуртасем çутрĕç.Ун хыççăн Шуршăлти ачасен пултарулăх çуртĕнче республикăри çамрăк космонавтсен VIII-мĕш слечĕ пулчĕ.Унăн ĕçне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк космонавтсен отрячĕсенчи 150 ача хутшăнчĕ.Чи лайăх отрядсемпе хастар çамрăк космонавтсем Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.Вĕсен шутĕнче Шуршăл шкулĕнчи «Восток» отрядри Л.Еньковпа А.Григорьев та пулчĕçĕ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика