Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Самойлова министр – Сĕнтĕрвăрринче

07 апреля 2012 г.

Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районта Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ А. Самойлова пулчĕ. Чи малтанах вăл Октябрьски больницинче тата районăн çак çуртра вырнаçнă социаллă тивĕçтерÿ Центрĕнчи ватăсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕпе тĕплĕ паллашрĕ.

Ун хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи тĕп район больницин мĕнпур уйрăмĕсене,поликлиникăна кĕрсе тухса лару-тăрăва хак-ларĕ. Çулçÿрев хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю. Моисеевпа,унăн пĕрремĕш çумĕпе – строительствăпа обществăлла инфраструктура пайĕн ертÿçипе Н. Красновпа тата район больницин тĕп врачĕпе В. Езюковăпа пĕрле районти сывлăха сыхлас ĕçе аталантармалли,ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿстермелли майсене,сывлăх учрежденийĕсемпе эффективлă усă курассине тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухса,малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика