Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçне-хĕрне тухрĕç,умра – пысăк ĕçсем

07 апреля 2012 г.

Сĕнтĕрпуç ял хутлăх тĕрриторийĕнче юлашки эрнесенче тĕрлĕ йышши пухусем умлăн-хыçлăн иртрĕç. Аса илтерер,«Восток» СХПКн отчетпа суйлав пухăвĕ пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнчех иртсе каймаллаччĕ. Икĕ ушкăна уйрăлса кайнă халăхăн тата ертÿçĕсен ун чухне ăна чипер ирттерсе вĕçне çитересси пулмарĕ. Икĕ ушкăнра черетлĕ пухăва каллех тĕрлĕ кунсенче йĕркелеме планлани паллă пулчĕ (пĕрисем ăна ака уйăхĕн 3-мĕшне куçарнă,теприсем – çак уйăхăн 5-мĕш кунне). Вырăнти ялхуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсен ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче те СХПК администрацийĕн кантурĕнче сÿтсе явмалли пулман мар-тăр, çавах та, турра шĕкĕр,иртнĕ кĕçнерникун вĕсем тинех тулли йышпа Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çуртне пуçтарăнма хатĕрленсе çитрĕç.

Ун çинчен калаçса кайиччен манăн маларахри кунсенче Турханкассинче иртнĕ пуху патне таврăнас килет. Сĕнтĕрпуç ял хутлăх территорийĕнчи халăхăн пĕр пайĕ çак хутлăх пуçлăхне Л. Степанова,унăн ĕçлĕхне шанма пăрахни пуçтарнăччĕ таврари ял çыннисене Турханкассинчи питех те сивĕ Культура çуртне. Ăнланнă тăрăх,пуçаруллă ушкăн йĕркеленĕ пухушăн чи кирлĕ çын Леонид Дмитриевич пулмаллаччĕ. Пухăвне вăл çитнĕ. Паллах,пĕччен мар. Ку мероприятире «Восток» СХПКн ыйтăвĕсене сÿтсе явасси çукчĕ пулин те,хуçалăх ертÿçи О. Титов тата Шупашкартан килсе çитнĕ представитель – (юрист терĕç) ял çыннисен пухăвне ирĕклĕнех хутшăнчĕç.

Калас тесен çак пуху саманчĕсем çинчен нумай каламалла,анчах паян вĕсем çинче чарăнса тăнин усси çук пек туйăнать,Л. Степанова малашнехи ĕçĕсем тăрăх хаклани вырăнлăрах пулĕ. Пухура вăл «çиеле» тухрĕĔтейĕпĕр,анчах та,акă,мĕн шухăша ярать. Пуху вĕçĕнче ял çыннисенчен пĕри,ахăртнех,мĕн пулса иртнине ăнланса юлаймасăр шăппăн кăна «Кам туса парĕ ĕнтĕ пире шыв.» – тесе ыйтма хăтланчĕ. Камран ыйтасшăн пулчĕ-ши ăна вăл...

«Восток» СХПКн отчетпа суйлав пухăвĕнче те çакнашкал шухăша яракан самантсем сахал мар пулчĕç. О. Титов председателĕн,специалистсен отчечĕсене итленĕ хыççăн хуçалăх пурнăçĕ япăхланнине тÿрех туйса илме йывăрччĕ. Ĕçлемен мар хуçалăх,пултарнă таран тăрăшнă та пулĕ,анчах ĕç результачĕсем пурне те тивĕçтермеççĕ-çке. Отчет тăвакансем те проблемăсене,туса çитерейменнине асăнмарĕç мар,паллах. Пĕтĕмĕшле хакласан,вĕсен шучĕпе çав проблемăсене татса парасси кăткăс ĕçех мар-мĕн. Тĕслĕхрен,ĕç укçин парăмĕпе туллин татăласси,Олег Николаевич шухăшĕпе, вăхăтлăх пулăм, паян тÿлемен,ыран ку «шăтăка» хупласси нимĕн те мар.

Ун сăмахĕ пекех пултăрччĕ-ха,анчах та экономикăпа финанс кăтартăвĕсене сÿтсе явнă чух хуçалăх 4 млн. тенкĕ ытла парăмри паллă пулчĕ. Юлашки уйăхсенче тата парăмсемшĕн электричество та пама чарнă. Налуксен парăмĕ те пĕчĕк мар-мĕн. Çавăнпа хуçалăха чăннипех те мала ямашкăн малашне пайтах укçа хывма тивĕ.

Ăна епле ĕçлесе тупассине Олег Николаевич,ахăртнех,аван пĕлет,курать. «Восток» СХПКн тепĕр 5 çул хушшинчи шăпишĕн чи малтан вăл яваплă пулĕ. Унăн ертÿçĕ кандидатурисĕр пуçне ку хуçалăха пырса кĕрес текен çын тупăнмарĕ. Çавăнпа уншăн сасăлакансенчен хăшĕ те пулин кăшт вăхăтран Турханкассинчи пуху хыççăнхи пек, кам пирĕншĕн тăрăшĕ тенĕн,йышши ыйтусем памасса темĕн пекех шанас килет.

Ялхуçалăх предприятийĕн шăпине татса паракан пухусем сайра лăпкă иртеççĕ. Хальхинче те пухăва йĕркеллĕ ирттерес тесе тăрăшрĕç пулин те,пĕрне-пĕри хисеп туса хушша-хуппа кĕмесĕр тăни пулмарĕ. Сăнав канашĕн ертÿçин çапăçса тенĕн сăмах илме тивнине те малтанах ăнланма йывăр пулчĕ. Унăн отчечĕсĕр çулталăк хушшинчи финанс отчетне çирĕплетни вырăнсăрччĕ. Апла пулин те Т.Максимова аран кăна сăмах илсе тĕрĕслев итогĕсемпе паллаштарма пултарчĕ. Унăн отчетне тĕпе хурас пулсан, хуçалăх тата пуху ертÿçисем мĕншĕн ăна сăмах пама васкаманнине залри халăхăн пĕр пайĕ аван ăнланчĕ пулас.

О. Титов хăйне хÿтĕлессине пысăк вырăна хунине пуху пуçламăшĕнчех тавçăрса илме май пулчĕ. Хăй енчен вăл юрист-адвоката (палăртмалла,çав тери паттăр хĕрарăм пулчĕ) илсе килнине пытармарĕ. Анчах камран е мĕнрен хÿтĕленме тăрăшрĕ вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Краснов пухура тухса калаçнине илес пулсан,хăйĕн сăмахĕнче вăл халăх патне пухăва усал тĕллевлĕ витĕм кÿрессишĕн килменнине уйрăммăн палăртрĕ. Районти,хуçалăхсенчи лару-тăрăва уççăн ăнлантарса парассине район администрацийĕн команди ытларах чухне тытса пыма тăрăшать. Хальхинче те Николай Димитриевич çак çултан пăрăнмарĕ. Халăхпа ĕçлеме çăмăл мар. Паянхи лару-тăру çинчен халăха тухса ăнлантармарăн пулсан,ĕç-пуç япăхпа вĕçленсен çав халăх,вăхăтра пĕлтермерĕн тесе,санах айăплама пултарать. Кунашкал тĕслĕхсем район историйĕнче,çак шутра агропромышленность сферинче те,пулман мар.

Ăнлантарни япăх туни мар,пурнăç çулне вара хуçалăх ĕçченĕсем хăйсем суйласа илеççĕ. Мĕне кура. Ку – вĕсен вăрттăнлăхĕ.

Тепĕр хут палăртатăп,турра шĕкĕр,«Восток» СХПКри кĕçнерникун иртнĕ пуху тинех вĕçне-хĕрне тухрĕ. Калаçуллă,шавлă,тен,кÿрентерÿллĕ те пулса тухрĕ пулин те,вăл хăйне май вĕçленме пултарчĕ. Хуçалăх саккунне е Устава пăхăнсах иртрĕ-и вăл е çук – ку юристсен ĕçĕ. Апла-и е капла, анчах малашне СХПК коллективĕ малтанхи ертÿçĕпех юлчĕ пулин те çĕнĕ правлени тата сăнав совечĕсемпе ĕçлĕ (ку ушкăнсене çынсем суйласа çĕнетрĕç.) Вăл малалла йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса,кăтартуллă ÿсĕмпе, туслă та ăнлануллă ĕçлессеĔчăнахах та,çав тери шанас,кĕтес килет.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика