Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафона халалласа

07 апреля 2012 г.

«Ачалăх ячĕпе,ачалăхшăн» ятпа иртекен ыркăмăллăх марафонĕ хăйĕн тавра халăха ытларах та ытларах пĕтĕçтерет. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшмашкăн коллективсемпе предприятисем,уйрăм граждансем укçа-тенкĕ пуçтарса панисĕр пуçне ытти йышши тĕллевлĕ мероприятисем те иртеççĕ. Тĕслĕхрен,шкул ачисен çуркуннехи каникулĕ вăхăтĕнче Нарат Чаккинчи Культурăпа кану центрĕнче ача-пăча юррисен конкурсĕ иртнĕ. Ку мероприятие йĕркелÿçĕсем шăпах «Ачалăх ячĕпе,ачалăхшăн» марафона халалланă. Шупашкар,Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Нарат Чакки ялĕнчи ачасем «Юрра чухласа пĕл» конкурс вăхăтĕнче паллă композиторсен кĕçĕн çулхисем валли çырнă юррисене юрланă. Л. Данькова методистпа В. Ильина илемлĕх ертÿçи ачасене çавăн пекех ырă ĕçсен марафонĕ çинчен,ыркăмăллăх пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕ каласа ăнлантарнă,тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика