Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçи паллă

07 апреля 2012 г.

Республикăри «2012 çулталăк учителĕ» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи кĕрешĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă хыççăн Хуракассинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Кудряшова,чи нумай балл пухса,çĕнтерÿçе тухни паллă пулчĕ. Кĕçех вăл Сĕнтĕрвăрри районĕн чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ.

1-мĕш номерлĕ Гимназири географи учителĕ Н. Мазилкина – 2-мĕш вырăна,Шуршăлти вăтам шкулти физика учителĕ Э. Карпова 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Тĕрĕслев комиссийĕ тĕрлĕ номинацисенче профессилле ăсталăх,анлă тавракурăмлăх,эрудици кăтартнă вĕрентекенсене уйрăм палăртнă. Вĕсен шутĕнче, Октябрьскинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекен Т. Васильева – «Чи лайăх сайт»,Шĕнерпуçĕнчи тĕп шкулти информатикăпа математика вĕрентекен А. Васильев – «Чи лайăх методика шухăшлавĕ»,Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен О. Кольцова – «Творчествăлла ĕçлекен çамрăк учитель».

«2012 çулталăк учителĕ» конкурса хутшăннă вĕрентекенсене профессилле ÿсĕмлĕх,малашнехи ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика