Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă Матронăпа Микула – пирĕн тăрăхра

07 апреля 2012 г.

Сĕнтĕрвăрри хулинчи Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕнче çак эрнере халăх ытти чухнехинчен ытларах пулчĕ. Кунта пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хăватлă Микул Турăпа Мускав Матронăн сăваплă ÿчĕсен тĕпренчĕкĕсене илсе килнĕ. Темиçе кун хушшинче ирхи çичĕ сехетрен пуçласа каçхи сакăр сехетчен хулари тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем те,районти тĕрлĕ ял хутлăхĕнчи çынсем те, ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те чĕрĕ чечексемпе асамлă турăшсем патне пырса пуççапса,ачасемшĕн,çемьешĕн ырлăхпа сывлăх ыйтма пултарчĕç. Хăшĕсем вара пулăшулăх пухмачне укçа та хучĕç. Матронăпа Хăватлă Микулан турăшĕсене,вĕсен пурнăçĕпе сăваплăх çулне сăнарланă кĕнекесемпе,вĕсене тархасласа ыйтмалли кĕлĕсене,Иерусалимри латăнпа ырă шăршăллă çусем туянма пултарчĕç.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика