Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрпе мухтанатпăр

07 апреля 2012 г.

Пирĕн ентеш,Шуршăл каччи А. Г. Николаев космонавт-летчик,чăваш халăхне тĕнче шайĕнче чапа кăларчĕ. Кăçал вăл тĕнче уçлăхне вĕçсе хă-парнăранпа 50 çул çитет. Çавна май шкулсенче космос темипе тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ, класс сехечĕсем,ÿкерчĕксен конкурсĕсем,вулав конференцийĕсем,асаилÿсем,сăвăсем,сочиненисем хайласси тата ытти те.

Пирĕн Шĕнерпуç шкулĕнче вĕренекенсем (5 класс) К. Петров çырнă «Сенкер çăлтăр» роман сыпăкĕсемпе интересленсе паллашрĕç. Кĕнекере А. Г. Николаев ача чухне çемйипех (ашшĕ,амăшĕ тата Иван,АндриянĔЗина,Петĕр ачисем) лашапа Шупашкара кайса килни,авиаци уявне хутшăнни,унта Андриян юпа тăррине хăпарса (никам хăпарайман,вăл хăпарнă) çыруллă кĕпе илме пултарни çинчен çырнă.

5-мĕш класра вĕренекенсене А. Г. Николаев космонавт амăшĕн асаилĕвĕ те («Ывăлăм çинчен» сыпăк) тыткăнларĕ. Унпа паллашса ачасем акă мĕн пĕлчĕç. Андриян йышлă çемьере ÿснĕ. Ача чухнех килти ĕçсене тума амăшне пулăшнă,ачаранах чĕрчунсене,йывăç-курăка,чечексене юратнă,кÿршисене пулăшма та ÿркенмен.

6–7-мĕш классенче вĕренекенсем Василий Алентей çырнă «Шуршăл йăмрисем» тĕрленчĕке сÿтсе яврĕç. Вĕсем те Андриянăн ачалăхне,вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннине,занятисем хыççăн кашни кун тăван ялне çуран çÿренине аса илчĕç. Техникум пĕтерсен пулас космонавт-летчик инçетри Карели çĕршывĕнче йывăç хатĕрлекен мастерта ĕçленĕ,унтан Совет Çарне,авиаци чаçне,лекнĕ. Авиаци училищи хыççăн ирĕклĕ тÿпере хăватлăн вĕçме тытăннă. Çак тапхăрта хăюллă летчике космонавт пулма суйласа илнĕ те.

«Космонавт пулма этем тивĕçне,этемлĕх тивĕçне чĕререн ăнланни,хальхи çынсемшĕн кăна мар,пулас ăрушăн,тепĕр çĕр çултан,икçĕр çултан,пин çултан,икĕ пин çултан çуралакансемшĕн çунни,хыттăн çунни кирлĕ»,– тенĕ В. Алентей çыравçă.

Пирĕн Шĕнерпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă çынсем те летчик профессине суйласа илнĕ, А. Архипов (Чураш),А. Ильин (Шĕнерпуç),А. Знаменский (Чураш). Шел пулин те,вĕсем пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Шкулти çамрăк йĕрлевçĕсем вĕсен тăванĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕçевçĕсем çинчен материалсем пухаççĕ, презентацисем хатĕрлеççĕ.

Эпĕ хам А. Г. Николаевпа икĕ хутчен те тĕл пулнă, Шупашкарта Чăваш наци конгресĕнче тата Октябрьски больницинче. Хирĕç тăрса та калаçнă.

1993 çулта 5 класра вĕренекенсемпе Мускава А. Г. Николаев патне çыру çырса ятăмăр,часах хуравне те кĕтсе илтĕмĕр. Çырупа пĕрле космонавт хăйĕн сăнÿкерчĕкне те ярса пачĕ. А. Николаев кашни çын патне,шкул ачи патне хирĕç хурав пама вăхăт тупни унăн çынлăхне,сăпайлăхне,кăмăлне кăтартать мар-и. Çавăн чухне эпĕ «Пирĕн сăмах» район хаçатне «Хаклă çыру» заметка та çырса янăччĕ, вăл пичетленсе те тухрĕ.

Паянхи çамрăксене А. Г. Николаевран тĕслĕх илме,хамăр ентешпе тивĕçлипех мухтанма сĕнетĕп. Юлашкинчен манăн чăвашсен паллă этнопедагогĕ Г. Н. Волков каланă сăмахсене илсе кăтартас килет, «Чăваш ятне ан çĕрт!» тени пил те, пехил сăмахĕ те пултăр.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика