Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укăлча умĕнче шурă хурăн

07 апреля 2012 г.

Акă,хаваслă уявсем – Çĕнĕ çул,пуш уйăхĕнчи Хĕрарăмсен кунĕ те – хыçа юлчĕç,Самоваровсен туслă çемйи вĕсене паллă тума йышлă пуçтарăнчĕ кĕреке хушшине. Тăван килне ашшĕ-амăшĕпе уявсем ирттерме ывăлĕсемпе хĕрĕсен çемйисем те çитрĕç. Елена Владимировна кашнинех хăй аллипе ăсталаса тунă япаласене парнелерĕ,мăнукĕсене те кучченеçсемпе сăйларĕ. Пурте хутшăнма пултаракан вăйăсемпе конкурссем ирттерчĕç. Йышĕпех музыка тĕнчине чун-чĕрепе туртăннăран пĕри – купăс,тепри домбра,виççĕмĕшĕ мандолина çинче тĕрлĕ кĕвĕ каласа юрăсем шăрантарчĕç.

Юратать юрăсем юрлама Елена Владимировна,уйрăмах «Укăлча умĕнче шурă хурăн». Тăван-пĕлĕш пуçтарăнать-и килне е хăй пахчара тĕрлĕ çимĕçпе чечексем лартса ÿстерет-и,е алĕçпе аппаланать-и – кашнинчех ăшă кăмăллă юрăсем. «Шурă кун» ансамбльти Лена Василек солисткăн юррийĕсем уйрăмах чуна çывăх. Шурă чулсем çийĕн шăнкăртатакан шыв сассийĕпе хăй те вара çав кĕвĕсен ытамне ÿкет.

Ваçликассинче ÿссе çитĕннĕ яштак пÿ-силлĕ Лена Чермĕшре пурăнакан Вячеславпа пĕрлешсе туслă çемье çавăрнă. Унтанпа 34 çул иртрĕ ĕнтĕ. Ĕçчен те сăпайлă Самоваровсем 2 ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелесе ÿстернĕ. Халĕ кашниех хăйĕн пурнăç çулне такăрлать,пĕлÿ илсе юратнă ĕçсенче вăй хурать,çемьеллĕ,ача-пăчаллă. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă чухне (мунча пураласа хăпартма, хапха е сарай çĕнетсе улăштарма,çĕрулми лартма, выльăх апачĕ хатĕрлеме,е килтен хурçă урхамах-трактора юсаса йĕркелештерме – пурте тăван киле пуçтарăнаççĕ. Сашăпа Сергей ашшĕне пулăшаççĕ. Хĕрарăмсем вара тĕпелте тăрмашаççĕ. Амăшĕ пекех,çыпăçать аллийĕ Ирина хĕрĕн аш-пăш,кукăль тавраш тунă чухне.

«Çапла,34 çул шăкăл-шăкăл калаçса тату пурăнатпăр аннепе,– каласа парать Елена Владимировна 9-мĕш теçетке çине кайнă хунямăшĕ пирки. – Хам та халь 12 çул ĕнтĕ хуняма шутне кĕни. Ачасен çемйисене те пирĕн пек туслă пурăнма сунатăп».

Çамрăк чухне библиотекарь пулма ĕмĕтленнĕ Ленăна шăпа Канашри педагогика училищине илсе çитернĕ. Музыкăпа экзамен тытнă хыççăн,кĕске хушăрах хитре ÿкерчĕксем те тума пултаракан тăрăшуллă та сăпайлă хĕре вĕрентекен профессине алла илме Турă пÿрнĕ. Училище пĕтерсен 35 çул хушши ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ,çав шутра 2 çул Нарат Чаккинче,9 – Кĕçĕн Ăстакассинче,20 – Спиртзавод поселокĕнче. Вырăс ачисене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ май Елена Владимировна чĕлхен пуянлăхĕпе асамлăхне юрăсем урлă та,авалхи тĕрĕ элеменчĕсене ÿкерсе кăтартса та вĕсен чÿнĕсен варрине вырнаçтарнă. Чăваш чĕлхи ытти чĕлхесем пекех хитре те çыпăçуллине палăртма манман вăл,çитĕнекен ăру чăвашлăхран ан пистĕр тенĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсене хăйĕн тăван ачисем вырăнне хурса тĕрĕс пурăнма,киревсĕр ĕçсем ан туччăр,пируспа,эрехпе ан айкашчăр,сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнччăр тесе калаçусемпе,класс сехечĕсем ирттернĕ (сăмах май каласан,Е. Самоваровăн килĕнче те никам та пирус туртмасть,сăра-эрех те ĕçмест). Çавăнпа та вăл вĕрентнĕ ачасем тĕрĕс пурнăç çулĕ суйласа илсе халĕ кам врач,кам шкул директорĕнче,полицире ĕçлеççĕ,хăйсене килĕшекен ытти профессисем суйласа илнĕ. Хушăран çулта-йĕрте тĕл пулсан шкул çулĕсенче хăйсен вĕрентекенĕ пулнă Елена Владимировнăпа ăшшăн калаçаççĕ,чуна çывăх е кулăшла самантсене те аса илеççĕ. Ачасен аслă юлташĕ пулнă май хăй вĕрентнĕ Надя Зубкова,Олег Иванов,Валерий Ильин тата ыттисем çинчен те ырăпа асăнать вăл. Ахальтен каламан авалхи чăвашсем, «Çынпа ырă пулсан санпа та çын ырă пулĕ».

Килĕнче те Самоваровсем ырă та тату,пĕр-пĕрне пулăшса,ăнланса пурăнаççĕ. Вячеслав Николаевич ылтăн алăллă тесен те пачах та йăнăшмастăн. Вăл тума пĕлмен пĕр ĕç те çук тейĕн. Комод,юман йывăçран тунă кравать,журнал сĕтелĕ,тĕрлĕ сак-пукан,эрешлĕ арка,пÿртĕн иккĕмĕш хутне хăпармалли картлашка тата ытти те. Пахчана тухсан вара тĕлĕнмелли татах та нумай. Çĕнĕ мунчаран инçех мар шукăллетнĕ чÿречесемлĕ,алăпа ăсталанă сĕтел-пуканлă, пĕчĕк бассейнлă уçăлса канса лармалли веранда. Кунтах кил хуçи арăмĕн çыпăçуллă аллисене те асăрхама пулать – çу кунĕсенче кунта райри сад пахчи пекех, йĕри-тавра тĕрлĕ тĕссемпе куçа ачашлакан чечек клумбисемпе пахча-çимĕç йăранĕсем. Нихăçан та вăхăта ахаль,усăсăр ирттермеççĕ Самоваровсем. 15 çул ытла суту-илÿре,9 çул – теплосетьре,Сĕнтĕрвăрринчи спиртзаводпа «Маяк» ОООра та ĕçлеме тÿр килнĕ. Вячеслав Николаевич хĕллехи кунсенче чÿрече рамисем ăсталать. Елена Владимировна алĕçпе тăрмашать, эрешлĕ шальсем,салфеткăсемпе сĕтел çиттийĕсем çыхса хатĕрлет,килти компьютер витĕр интернета тухса чĕнтĕр çыхма кăмăла каякан ÿкерчĕксем шырать,хитре япаласем тăвать. Камăн çуралнă е паллă кун,хăй аллипе ăсталаса тунă япалисене парнелет.

Самоваровсен çемйипе паллашнă май вĕсен чун пуянлăхĕн анлăшĕпе чăннипех тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Пÿртре,кил хушшинче,карта-хурара,пахчара çеç мар,урама тухсан та çакă палăрчĕ, инçех мар лапамра кил хуçи лартнă пĕчĕк хурăн кати ÿсет,вăл çĕре çырма-çатра çурасран сыхлать. Хурăнлăхран чĕвĕлти кайăксен сасси вара çу каçипех чуна илĕртет,ачалăхриĔçамрăклăхри ăшă туйăмсене çуратать,ху сисмесĕрех вара «Укăлча умĕнче шурă хурăн» юрра юрлама тытăнатăн.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика