Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе

07 апреля 2012 г.

Юнкун Пенси фончĕн районти управленийĕнче видеоконференци иртрĕ. Хăнăхнă йăлапа кунта пухăннисемпе Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева тата ытти районсенчи управленисен сотрудникĕсем çыхăнăва тухрĕç. Кун йышши мероприятисем йăлана кĕрсе çирĕпленчĕç ĕнтĕ. Вăл çĕнĕлле,перекетлĕрех тата тухăçлăрах ĕçлеме вĕрентет.

Ку хутĕнче конференцире Пенси фончĕ йĕркеленипе вĕренекен çамрăксен асăннă сферăри пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕç-пуç тавра калаçрĕç. Çак тĕллеве кирлĕ шайра пурнăçласа вĕçне çитерес тесе,пенси законодательствипе çыхăннă ыйту тавра студентсемпе тата аслă классенче вĕренекенсемпе калаçусем,уçă уроксемпе экскурсисем ирттернĕ.

Унтан вĕренекенсен пĕлĕвне пĕтĕмлетме те вăхăт çитнĕ. Пенси фончĕпе Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви «Манăн шухăш» ятпа сочиненисен конкурсне йĕркелесе ирттернĕ. Вĕренекенсем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртса тăватă темăпа сочиненисем хайлама пултарнă.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ район шайĕнче иртнĕ. Унтан 100 сочинени республикăри Пенси фондне çитĕ. Жюри членĕсен вара çак шутран вуниккĕшне çеç суйласа илмелле пулнă.

Çапла вара пирĕн районти Октябрьски шкулĕнчи 11-мĕш класра ăс пухакан Анастасия Андреева та (ертÿçи Е. Матюшова вĕрентекен) «Пенсие ÿстерес мелсем» темăпа сочинени çырса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Палăртмалла,комисси членĕсем темăна кирлĕ пек çутатса панине,аргументсемпе тĕслĕхсем пуррине тата çыраканăн шухăшĕпе хăйне евĕр чĕлхине те хакланă. Пирĕн район пики вара хăйĕн ĕçне пур критерисене те тĕпе хурса çырма пултарнă. Çавăншăн унăн сочиненийĕ пысăк хака тивĕçнĕ.

Асăннă конференцие хутшăнакансем çĕнтерÿçе ăшшăн саламларĕç,телейпе ырă кун-çул сунчĕç. Республикăри Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи М. Маренина Настьăна диплом,Е. Матюшовăна Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика