Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылай ыйтусене çĕклерĕç

24 марта 2012 г.

Иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçинчен Л. Дружининран, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен Н. Красновран, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçинчен Н. Давыдовăран тăракан информушкăн чи малтан Хуракасси ялĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн ĕç коллективĕпе, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тата ял халăхĕпе тĕл пулчĕ. Иртнĕ суйлав пĕтĕмлетĕвĕпе паллашнă хыççăн калаçу майĕпен информаци кунĕн иккĕмĕш теми çине куçрĕ. Ку вăл вĕрентÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерессипе çыхăннă. Çÿлерех асăннă шкул çурчĕ те самай кивелнĕ темелле, ăна юсаса çĕнетмелли каламасăрах паллă ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе район тата республика бюджечĕсенчен 3 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Пурĕ вара районта кăçал тăватă шкула юсама тĕллев лартнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене юсас ĕç пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине модернизацилес, яллă территорисене комплекслă тата компактлă çĕклес тата ытти программăсемпе пурнăçланса пырать.

Паллах, кашни ялăн хăйĕн нуши, çавна май ыйтăвĕсем те тĕрлĕрен. Хуракассинче те çаплах пулчĕ. Çĕнĕ урамсене электрификацилесси, кĕперсемпе пĕвесене юсасси, хăлтă-халтăна турттарасси, тасатасси тата ытти чылай ыйту çинче чарăнса тăчĕ ял халăхĕ. Ялсенче те, хулара та йытăсем нумайланса кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Тепĕр чухне вĕсем 5—6 пуçтарăнсан кунтан иртсе кайма та хăрушă. Çак ыйту та пăшăрхантарчĕ ял халăхне.

Районти пулăмсемпе, строительствăри çĕнĕ объектсемпе, малашнехи плансемпе халăха Н. Краснов паллаштарчĕ.

Унтан информаторсем Хуракасси ялĕнчен Çатракасси тăрăхне – ялти Культура çуртне, куçрĕç. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулма Аксарин ял хутлăхĕнчи пĕчĕк ялсен представителĕсем те (вĕсен нушисем çинчен хаçатăн иртнĕ кăларăмĕнче çырса кăтартнăччĕ) килсе çитнĕ. Вĕсен проблемисене те малашне шута илсе ĕçлеме, çĕр типсе çитсенех шыв ыйтăвне татса пама, кĕперсене юсама çирĕплетсех шантарчĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ О. Семенов. Ял халăхĕ, халлĕхе иккеленсе те пулин, пуçлăхсен шантарăвне ĕненчĕ.

Нишер, Щамал, Туçи еннеле каякан çула тĕппипех туса пĕтерсен, ку еннелле те автобус маршручĕ уçăлмаллине пĕлсен, халăх хăпартланчĕ темелле. Ара, ватă çыннна ытла нушаллă-çке район центрне çитсе килме, малтан темиçе çухрăм çуран утмалла, унтан автобус çинчен теприн çине е иртен-çÿрен машинăсем çине темиçе хут куçа-куçа ларса тин Сĕнтĕрвăррине çитме май килет.

Мĕнех, хăçан та пулин ку тăрăхри тăватă яла та çутçанталăк ырлăхĕ – «кăвак çулăм» çитессе, автобус çÿрессе, кулатаран таса та тăрă шыв ĕçессе чунтан шанас килет. Ял халăхĕ шанăçĕпе ĕненĕвне çеç ан çухаттăрччĕ.

Е. МАКАРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика