Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв пурне те хавхалантарчĕ

24 марта 2012 г.

Уяв пурне те хавхалантарчĕ

Иртнĕ кĕçнерникун клубсемпе библиотека тата музей ĕçченĕсем районти Культура çуртне хăйсен професси уявне паллă тума пухăнчĕç. Çанталăкĕ чăн та çурхи кун пекех туйăнманнине пăхмасăр кунта мĕн курни-илтни, ăшă сăмахсем залра ларакансен кăмăлне çĕклерĕç, чунтанах савăнтарчĕç.

Чи малтан вĕсене професси уявĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ К. Федорова саламларĕ. Вăл, культура ĕçне хăй те 20 çул ытла панăскер, иртнĕ çулта район культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнисене администраци пуçлăхĕн Хисеп хучĕсене парса чысларĕ. Уяв каçне хутшăннă хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н .Яковлев, культура ĕçченĕсене тав сăмахĕсем каланипе пĕрлех ырă пуçарусенче пулăшма шантарчĕ. Уява пухăннисене район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ О. Залогин кăмăллă салам сăмахĕсемсĕр пуçне хăй çырнă юрăпа та савăнтарчĕ. Л. Шакирова ертсе пыракан çамрăксен «Собеседник» клубĕн членĕсем кăтартнă номер залра ларакансемшĕн кĕтмен парне пулчĕ темелле. Çавăн пекех А. Пеганов, Е. Семячкина тата Л. Андреев ĕçтешсем хатĕрленĕ номерсем те куракансене нумайччен алă çуптарчĕç.

Уяв культура ĕçченĕсене малашне те тăрăшуллă ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика