Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ята тивĕçнисем

24 марта 2012 г.

Ăстакасси ялĕ те хисеплĕ çынсемпе пуян. Иртнĕ кунсенче кунти тăватă çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕ, нумай çул хушши автобус водителĕнче ĕçленĕ Василий Иванович Великанов, тăван колхоза малалла аталантарассишĕн тăрăшнă Рена Васильевна Исаева, Валентина Алексеевна Алексеева тата Елена Георгиевна Иванова. Пурте вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех пĕр ĕçре ырми-канми вăй хунă. Манăн вара сире Е. Иванова (сăнÿкерчĕкре) çинчен каласа парас килет.

Ленук аппа, ялта ăна пурте çапла чĕнеççĕ, хĕрĕх çул ытла колхоз ĕçĕнче тăрмашнă. Упăшкинчен вăтăр çулсенче чухнех виçĕ ачипе тăрса юлнăскер, пĕрре те ахаль ларман. Кашни кун колхоз ĕçне тухнă. Хăмла татнă вăхăтра кунĕпе те киле пырса курайман. Çапах ирхине ирех тăрса выльăх-чĕрлĕх пăхнă, каçхине ĕçрен таврăнсан каллех килти хуçалăхра тимленĕ.

Халĕ Елена Георгиевна 74 çулта. Апла пулин те вăл сысна усрама вăй çитерет. Çакă кăна-и. Пĕрре кинемей сулахай аллине амантнăччĕ. Хăраххипех вара кăмака та хутрĕ, апатне те хăех пĕçерсе пурăнчĕ.

Тирпейлĕ карчăк Ленук аппа. Эсир ун патне кĕрсе курсан тĕлĕнсех кайăр, ниçта пĕр тусан пĕрчи çук, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Тивĕçлĕ канура та кинемей ĕçсĕр лармасть. Хĕллехи вăхăтра картишĕнчи юра шăпăрпа шăлса тасатсах тăрать. Çуркунне-çулла вара пахчаран кĕме те пĕлмест. Нумаях пулмасть Ленук аппан ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çакăн пек йывăр хуйха та чăтса ирттерме тиврĕ амăшĕн. Юрать, ачисемпе мăнукĕсем килсех тăраççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансемпе йăпанса савăнать вара асламăшĕ. Ват çынна мĕн кирлĕ-ха ытларах. Паллах, шăкăл-шăкăл калаçни. Çавăнпа та Елена Георгиевна патне кÿршисем те пырсах тăраççĕ. Лавккана та вĕсем ялан пĕрле çÿреççĕ.

Е. Иванова пек çынсем çинче тытăнса тăнă та ĕлĕк колхоз. Пирĕн, çамрăксен, вĕсенчен тĕслĕх илмелле.

Е. КОНДРАТЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика