Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри савăнтарать, çитменни пăшăрхантарать

24 марта 2012 г.

Иртнĕ юнкун Турханкасси ялĕнчи «культура вучахне» кăнтăрлахи вăхăта пăхмасăр халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ ку хутĕнче Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнче те иртрĕ. Шупашкарти врачсен ăсталăхне ÿстерекен институтăн ректорĕнчен Л. Герасимовăран, район администра-цийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-экспертĕнчен О. Колесовран, ялхуçалăх пайĕн тĕп специалист-экспертĕнчен О. Ивановăран тăракан информушкăна вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л. Михайловăпа Турханкасси ял халăхĕ хапăлласах кĕтсе илчĕç. Пĕрремĕш ыйту кăçалхи çулăн пуш уйăхĕн 4- мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тавра пулчĕ. Çакăн çинчен ял çыннисене Олег Юрьевич тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «Çĕршывăн малашлăх аталанăвĕ анчах мар, республикăпа район, ял хутлăхĕсен пуласлăхĕ те çак суйлавран нумай килет. Пурнăçа ырă енне улăштарас тесен пурин те тăрăшмалла. Çемьери пекех, çемье пуçĕ ĕçе епле йĕркелет, çавăн пек ÿсĕмĕ те унăн пулĕ. Чун хавалне парса кашни тимлесен пурнăç шайĕ те çемьен курăмлă. Ял хутлăхĕнчи лару-тăру пирки те çаплах калама пулать»,– палăртрĕ О. Колесов. Çавăн пекех вăл 2012 çулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсене туса ирттерме уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ çинчен те асăнса хăварчĕ.

Л. Герасимова медицина наукисен кандидачĕ, врачсен ăсталăхне ÿстерекен институтăн профессорĕ пулнă май, пухăннисене республикăри сывлăх сыхлавĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ. «Раççейре травматологипе ортопеди центрĕсем пурĕ те виççĕ çех, вĕсенчен пĕри Шупашкар хулинче вырнаçнă– эпир унпа мăнаçланма тивĕç.

Çавăн пекех чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн центрĕ те ĕçлет. Тепĕр пĕр-икĕ çултан усал шыçăсенчен (онкологи чирĕсенчен) сыватмалли центр та тĕп хуламăрта çĕкленĕ»,– савăнса палăртрĕ Людмила Ивановна. Ача амăшĕсемпе тин çуралнă ачасем вилесси те республикăра чакнă, Германири пек, 3,5: танлашать çак кăтарту. Хальхи вăхăтра республикăри районсенче аслă пĕлÿллĕ врачсем çитмеççĕ, пирĕн районта тата 17 специалист кирлĕ. Кĕçех çак лару-тăру ырă енне улшăнĕ, 4 врач Сĕнтĕрвăррине килмелле. Малашне районсенчи чирлĕ çынсем республикăри больницăсенчи врачсем патне консультацисене е сипленме кайма электронлă майпа черете тăма пултараççĕ.

Çавнашкал ырă хыпарсем, паллах, Турханкасси, Малти Чиперуй, Пуснаркасси ялĕсенчи çынсене савăнтарчĕç темелле. Анчах вĕсен те информушкăна хăйсен чун ыратăвĕ пирки каласа памалли чылай пулчĕ.

Турханкассисене ялта пуçламăш классене вĕренмелли шкул, кĕçĕн ачасем валли шкулчченхи ушкăн, фельдшерпа акушер пункчĕ, асфальт çул çуккийĕ тарăхтарать. Çĕнĕ урамсене «кăвак çулăмпа» электричество çутин ырлăхĕ çитессе те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем. Шыв уçлакан башня та çуллахи вăхăтра ял çыннисене шывпа тивĕçтерсе çитереймест. Халь тата почта çыхăну уйрăмĕ те хупăнас хăрушлăх пур. Малти Чиперуй çыннисене те ял хушшинче çул çукки канăçсăрлантарать. Фельдшерпа акушер пунктне, клуба та (кăвак çулăмпа) ăшăтмалла тусан аванччĕ. «Аваллăх музейне те уçнă пулăттăмăр, ял халăхĕ те вăхăта усăллă ирттернĕ пулĕччĕ»,– палăртрĕ Д. Афанасьева, кунти клуб заведующийĕ. Тĕлпулура харпăр хăй ĕçне, хресчен-фермер хуçалăхĕсене уçас ыйтусене те çĕклерĕç мал ĕмĕтлисем. Информушкăн пулнă Сĕнтĕрпуç тăрăхĕнчи ытти ялсенчи пекех, пуснаркассисене те шыв, çул, электричествăпа тивĕçтерес ыйтусем канăç памарĕç. Килти çÿп-çапа тăкмалли ятарлă вырăн та çук, тесе палăртрĕç хăшĕсем. Ял хутлăх администрацине халăха хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма сĕнчĕç. Район шайне çитермелли ыйтусене вара информушкăн членĕсем ятарласа çырса пырса кĕске хушăра татса пама пулчĕç.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика