Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калаçнин усси пысăк пултăр

24 марта 2012 г.

Çичĕпÿрт тата Шĕнерпуç ялĕсенче пурăнакансемпе вара республикăра çĕрулми массăллă туса илессипе чапа тухнă «Слава картофелю» ООО директорĕсен Канашĕн председателĕ А. Капитонов, районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ С. Арсентьева, «Техиндом» БТИ директорĕ Э. Никитина тĕл пулчĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлав итогĕсем тăрăх, Шĕнерпуç ял хутлăхне ырăпа асăнма сăлтав çук мар. Иртнĕ çул вĕçĕнче РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне депутатсем суйланă тапхăртипе танлаштарсан, шĕнерпуçсем кăçалхи суйлавра хăйсен малашнехи пурнăçне аванлатма кирлĕ çула самай анлăлатнă. Вырăнти хутлăх пуçлăхĕ В. Кириллов çичĕпÿртсем умĕнче çакна ыр хыпарсемпе ĕнентерме тăрăшрĕ. Çак çулталăкра хутлăх территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕрне ятарлă программăпа тĕпрен юсама плана кĕртнĕ, урамсем хушшинчи çулсене типтерлеме те бюджетра укçа-тенкĕ суммине ÿстернĕ, ялăн социаллă аталанăвĕн программипе хутлăхри икĕ çемье хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатма шанчăк илнĕ тата ытти те.

Яллă территорисене комплекслă тата компактлă аталантармалли республика программине лекнĕ пулсан, юсав ĕçĕсем хутлăх территорийĕнчи шкула та, ача садне те, сывлăх учрежденине те çитнĕ пулĕччĕç-и, тен. Шел те, халлĕхе тăхтама тивет.

Çÿлерех асăннă программăна кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсенчен Кукашни тата Атăлçи шкулĕсем лекнĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн представителĕ С. Арсентьева хăй ĕçлекен отрасльти çитĕнÿсемпе пухăннисене тĕплĕ паллаштарчĕ. Районта «миллионер»-шкулсем (пĕр миллионлăх грантсем выляса илнĕ шкулсен йышне Шуршăлти, Октябрьскинчи шкулсем тата хулари гимнази кĕреççĕ), Раççей (9 учитель) тата республика (4 учитель) шайĕсенчи чи лайăх учительсен ятне тивĕçнисем пулни вĕрентÿ пахалăхне палăрмаллах ÿстерет. Кунсăр пуçне мĕнпур шкулсенчи ĕç вырăнĕсене автоматизациленĕ, урăхла каласан, компьютерсемпе, сканерсемпе, мультимедийлă проекторсемпе тивĕçтернĕ. Кăçалтан пуçласа шкулсенчи кивелсе çитнĕ компьютерсене çĕнетес ĕç пурнăçланать. Шкул автобусĕсен паркĕсене çĕнетесси те вăй илмелле.

Вырăнти Культура çуртне (е хальхи терминпа калас пулсан, культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн Центрне) пуçтарăннă çичĕпÿртсемпе хурапхасем хăйсене çывăх çĕр ĕçĕпе республикăра палăрнă А. Капитонова та тимлерĕç. Александр Петрович хальхинче ялхуçалăх ыйтăвĕсене айккине сирсе кулленхи пурнăçра çыншăн мĕн паха пулмалли çинчен аса илтерме тăрăшрĕ.

Çичĕпÿртпе Хурапха халăхĕн вырăнти влаç представителĕсем патне ыйтусем сахал мар пулчĕç. Тĕслĕхрен, акă, тĕттĕм вăхăтра ял урамĕсенчен пĕринче çутă çунмасть. Çакăн сăлтавĕ камра пулнине ăнланма йывăр пулчĕ, çавăнпа юлашкинчен хутлăх пуçлăхĕ В. Кириллов проблемăна çине тăрса хăйĕн вăйĕпе татса пама шантарчĕ. Хĕллехи тапхăрта пур урамсем те юртан хырăнманни, хыт каяшлă çÿп-çапа ялтан турттарса тухасси тата ытти ыйтусем те пăшăрхантарчĕç ял халăхне.

Шĕнерпуç ял хутлăх администрацийĕн çуртне пуçтарăннă халăхпа иртнĕ тĕлпулăва А. Капитонов хăй ертсе пычĕ. «Пурнăç тăвас тесен, пĕр-пĕринпе ытларах та тăтăшрах калаçса, хутшăнса,малашлăх планĕсене палăртмалла», - çапларах пĕтĕмлетÿ турĕ вăл мероприяти вĕçĕнче. Иртнĕ суйлава активлă хутшăннă шĕнерпуçсене (вĕсене çакăншăн участокри суйлав комиссийĕн председателĕ, шкул директорĕ О. Арсентьев ăшшăн тав турĕ) хавхалантарас ыйтăва та пĕрлехи йышпа тĕлпулурах татса пачĕç.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çывăх юлташĕсем сахал мар пулин те кунта сайра пулма тÿр килнĕрен А. Капитонов Шĕнерпуç шкулĕпе, Октябрьскинчи М. Тагеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕпе, çак ялти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе паллашрĕ.

И. НИКИТИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика