Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă

24 марта 2012 г.

Иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн районта информаторсен ултă ушкăнĕ ĕçлерĕ. Вĕсене республикăри тĕрлĕ ведомствăсемпе организацисен пуçлăхĕсемпе влаç органĕсен представителĕсем ертсе пычĕç. Тĕп хуларан килсе çитнĕ информаторсен ертÿçи, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А. Николаев, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ

Ю. Моисеев хальхинче Чăнкасси ял хутлăх территорине çул тытнă. Кунта хăнасене ял администрацийĕн иртнĕ суйлавра çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕ Ю. Васильев кĕтсе илнĕ.

Тĕлпулăва уçнă май А. Николаев министр пухăннисене суйлав итогĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех вĕсене деклараци кампанийĕ (иртнĕ çулшăн налук тÿлессипе çыхăннăскер) çинчен пĕлтернĕ. Юрий Федорович вара ял халăхне 2012 çулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çинчен каласа панă. Çав укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми вĕрентĕве модернизацилемелли тата ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕре комплекслă тата компактлă лартмалли программăсем тăрăх, федераципе республика бюджечĕсене тата вырăнти бюджета шута илсе, 10275,77 пин тенкĕ шутланать. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ 4457,6 пин тенкĕ (3566,1 пин тенкĕ – федераци бюджетĕнчен, 891,5 пин тенкĕ – вырăнти бюджетран) пулмалла. Уйрăммăн палăртсан, вăл Хуракассинчи, Кукашнири вăтам шкулсене тата Атăлçи тĕп шкулне юсама, Кукашнири вăтам шкула газификацилеме, Атăлçи тĕп шкул çурчĕн тăррине тĕпрен юсама, 1-мĕш номерлĕ гимназин хушма çуртне туса пĕтерме каять.

Асăннă информушкăн членĕсем çавăн пекех Урхас Кушкă ял тăрăхĕн Упакасси ялĕн çыннисемпе те тĕл пулнă.

Тĕлпулусенче Информаци кунĕн темисемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

В. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика