Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплесе илемлĕ кулă парнелет

17 марта 2012 г.

Сиплесе илемлĕ кулă парнелет

Район больницин стоматологи уйрăмĕнче ĕçлекен Надежда Ивановна Суровнева пирки ырăпа кăна асăнаççĕ. Медицина училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çирĕм çул ытла шăл тухтăрĕнче тăрăшать. Шăл сиплеме килекенсем ăна шанаççĕ, юратаççĕ. «Кунне 18 çын таран йышăнатпăр, хăш чухне ытларах та пулать, кăнтăр апатне каймасăр та, аякри ялсенчен килекенсене ĕç вăхăчĕ иртсен те сиплеме тивет, – кăмăллăн калаçать тухтăр.– Пурне те илемлĕ кулă парнелес килет, çавăнпа хамăр ĕçе тĕплĕ тума тăрăшатпăр», – тет.

Ун патне кĕме кирек хăш вăхăтра та – черет, ачасене те сиплет вăл. Мăшăрĕпе, Владимир Николаевичпа Суровневсем пĕр ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Надежда Ивановна пулăшуçи пулса И. Портасова медсестра ĕçлет. Вăл та питĕ тăрăшуллă та вăр-вар.

Тухтăр патĕнчен шăл сиплесе тухакансен илемлĕ кулли малашне те кашнин кăмăлне çĕклентертĕр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ медицинăна чунтан парăннă ĕçченсем.

Н. ПЕТРОВА.

Чураш ялĕ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика