Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти «паллă артистсем»

17 марта 2012 г.

Шĕнерпуç ялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ «Шĕнер» ансамбль активлă ĕçлет. Ку ушкăнта ытларах тивĕçлĕ канăва тухнă ял çыннисем, В. Убанкина, В. Романова, Л. Терентьева, Т. Егорова, Е. Спиридонова, Розăпа Николай Кузьминсем тата ыттисем те. Ялти артистсем кÿршĕри Куславкка (Энтри Пасар), Çĕрпÿ (Конар) районĕсенчи ялсене, çавăн пекех хамăр район тăрăх (Хуракасси, Октябрьски тата ытти) тухса çÿренĕ.

Ялти пĕр уяв та, пĕр мероприяти те «Шĕнер» ансамбль хутшăнмасăр иртмест.«Хамăр ялти артистсем Шупашкартисенчен те ирттереççĕ», – теççĕ концерт курма кăмăллакансем.

Куракансене вырăс тата чăваш халăх юррисем, çак шутра «Тăванăм ту айккинче ут çулать» юрă, В. Романовăпа Л.Терентьева лартакан кулăшла сценкăсем, А.Грачевăпа С.Трофимова юрлакан «Çуркунне» юрă, Розăпа Николай Кузьминсем шăрантаракан юрăсем, Р.Кузьмина ташлакан «Анăç ташши», кăмăла каяççĕ. Артистсем кашни юрă, кашни ташă валлиех хăйсен аллипе хитре те илĕртÿллĕ тумсем çĕленĕ.

Концертра нумай çул хушши баянпа юрлаттаракан Л. Терентьева паллă купăсçа районта палламан çын та сахал пулĕ. Вăл «Янра, хут купăс» программăна хутшăнса темиçе хутчен те район, республика шайĕсенче палăрнă. Вăл калама пĕлмен кĕвĕ çемми те çук, ахăртнех.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика