Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне ăшши ан иксĕлтĕр

17 марта 2012 г.

«Анне ăшши» ят пачĕç амăшĕсемпе ачисенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче ирттернĕ вăйă-конкурса Нарат Чаккинчи Культура çуртĕнче. Конкурса виçĕ ушкăн хутшăнчĕ, Валентина Виноградовăпа Галина хĕрĕ, Любовь Ивановăпа Максим ывăлĕ, Людмила Трофимовăпа Наташа хĕрĕ. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç çак командăсем. ,не хăвăртрах сăвассипе Виноградовасем малта пулчĕç. Тĕрлĕ халăх ташшисене ташлассипе те çак командăна çитекенни пулмарĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче тата шар вĕрсе хăпартса ун çинче илемлĕ сăн-пит ÿкерессипе Трофимовсен çемйи палăрчĕ. Ивановсем вара илемлĕ прическа туса, хутран хăйне майлă питĕ çыпăçуллă кĕпе хатĕрлесе 1-мĕш вырăнта пулчĕç.

Конкурса хутшăннă ачасем вĕренекен вăтам шкул директорĕ В. Белова та çак уява Хуракассинчен килсе çитнĕ. Вăл хĕрарăмсене вĕсен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ачасене малашне те çакăн пек вăйăсене хутшăнма сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

В. ИЛЬИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика