Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир татăлнă пурнăç

17 марта 2012 г.

Василий Волгин ячĕ пирĕн районшăн ют мар, çавах та ăна пурте пĕлмеççĕ. Октябрьски ялĕнче тата Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан ватă çынсем кăна астума пултараççĕ çак талантлă çамрăка. Вăл 1937-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче Шупашкар хулинче журналист, поэт тата «Пионер сасси» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ Василий Иванович Андреев çемйинче çуралнă тата çÿлерех асăннă ялсенче пурăннă.

Вася Волгин нумай пурăнма шутланă, ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шаннă.

«Тусăм, вăхăт çитĕ…

Пулăпăр эпир те

Тăван çĕршĕн кирлĕ,

Усăллă çынсем.

Кăмăлсем хаваслă,

Вăй-халсем хăватлă,

Чĕрере çунатлă,

Ырă ĕмĕтсем», – тенĕ вăл пуçламăш сăввисенчен пĕринче.

Шел те, 1954-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕш кунĕнчех унăн çулăмлă чĕри тапма чарăннă. Вăл хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче пире валли нумай сăвăсем çырса хăварнă.

1939-мĕш çулта В. Андреев çемйи Шупашкартан Йĕпреçе пурăнма куçса каять. Васьăн ачалăхĕ çав районти Хурамал ялĕнче иртнĕ. Вăл ялти шкулта, 1945-1950-мĕш çулсенче Йĕпреçри вăтам шкулта вĕреннĕ. Çав вăхăтрах вăл сăвăсем çырма тытăннă. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă пионер, ÿссен Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулас тенĕ. Пур предметпа та (литература, биологи, физика, истори, математика) хăй класĕнче пуринчен малта пынă. Пĕррехинче 7-мĕш класра вĕренекенсен математикăпа кăткăс уравнени шутламалла пулнă, анчах та класри пĕр ача та ăна шутлайман. Вара математика вĕрентекен Федор Гаврилович 6-мĕш класра вĕренекен Вася Волгина чĕнсе пынă. Вăл 7-мĕш класра вĕренекен ачасен умĕнче çав уравнение доска çинче хăвăрт шутласа панă, математикăна лайăх пĕлнипе ачасене тĕлĕнтернĕ.

Шкулта тухса тăракан «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулса та Вася хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.

1950-мĕш çулта В. Андреев çемйипе Октябрьски ялне куçса килет. Вася вырăнти шкулта малалла вĕренет. Вĕреннĕ чухне уйрăмах литературăпа интересленме тытăнать. Шкулта комсомол ретне тăнă каччă «Çамрăк вăй» литература журналĕ кăларма пуçăнать, унăн редакторĕ те хăех пулать. 1953-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче республикăри çамрăк писательсен канашлăвне хутшăнать. Кунта пулни ăна тата ытларах хавхалантарать, шанса панă пур ĕçе те типтерлĕ пурнăçлать. Октябрьскинчи вăтам шкула медальпе пĕтерет, Хусанти университета вĕренме кĕме хатĕрленет.

Вася ăста поэт пулма ĕмĕтленнĕ, сăвăсене вырăсла та, чăвашла та çырнă. Юрăсем те хайланă, кĕввисене те хăех хывнă, тăван халăхăн культурине малалла аталантарас тесе пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ. Поэзи ăна ачаранах илĕртнĕ. Халăх юррисене, çамрăксем урамра сăвă каланисене вăл çырса хунă, вĕсене пăхмасăр калама вĕреннĕ. И. Ивник, Çеçпĕл Мишшипе ытти поэтсен сăввисене те пăхмасăр вĕреннĕ. А. Пушкин, М. Лермонтов, Н. Некрасов хайлавĕсене кун сиктермесĕр кăмăлтан çĕкленсе вуланă. Унăн сăввисене «Октябрь çулĕ» район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта пичетлесе кăларнă.

Малтанхи хайлавсен шутне «Шурă хурăн», «Çĕршыв чечекленет» сăвăсем кĕреççĕ. «Шурă хурăн» сăвва Йĕпреçри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне 1949-мĕш çулта çырнă. Çак сăвăпа усă курса Йĕпреçре пурăнакан Чернышов-Шетма музыкант юрă та çырнă.

Нумай çырнă талантлă çамрăк. 1956-мĕш çулта В. Волгин çырнă сăвăсен «Çамрăк ĕмĕт» ятлă кĕнеки тухнă. Ку кĕнеке 4 пайран тăрать. Иккĕмĕш хут «Çамрăк ĕмĕт» кĕнекене 1968-мĕш çулта пичетлесе кăларнă. Унта малтан пичетленмен 46 сăвă кун çути курнă.

Октябрьскинче пурăннă чухне Вася Аля ятлă хĕре юратса пăрахнă, ăна савса «Серенада» ятлă сăвă та çырнă.

1954-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче Вася Волгина хулигансем хытă хĕнесе амантнă(кун çинчен В. Кузьмин хăйĕн асаилĕвĕнче çырать). Çак çулта вăтам шкултан вĕренсе тухасси пĕр виçĕ уйăх юлсан 10-мĕш класра вĕренекен каччă чирлесе ÿкет. Ăна сиплеме Мускаври клиникăна илсе каяççĕ, анчах та çăлса хăвараймаççĕ. Çурла уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче çамрăк поэтăн чĕри тапма чарăнать. Ăна Йĕпреç районĕнчи малтан пурăннă Хурамал ялĕн масарĕнче пытараççĕ. Кун пек пысăк çухату хыççăн Андреевсем хăйсем те Хурамал ялне пурăнма куçса каяççĕ. Ашшĕ ывăлĕ çырнă сăвăсене пурне те типтерлĕ упраса пуçтарса пынă.

Çакăн пек пултаруллă поэт пурăннă пулсан кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕш кунĕнче вăл 75 çул тултарнине паллă тунă пулăттăмăр. Анчах та вăл пирĕнпе çук.

Н. ИВАНОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика