Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи нумай вуланакан кĕнекесем

17 марта 2012 г.

Наци библиотеки çулсерен «Литературăллă Чăваш Ен, чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет. Кĕчкей библиотеки те унта активлă хутшăнать. Кăçал та вăл конкурса хутшăннă май «Литературăллă Чăваш тĕнчи» литература каçĕ ирттерчĕ, мероприяти валли кĕнеке выставки те хатĕрленĕ, ыйтăм та ирттернĕ. Асăннă ыйтăма пĕтĕмлетнĕ май унта С. Павловăн «Сарă хăмăш,сар хăях», Л. Агаковăн «Шанчăк», В. Тараватăн «Кĕтмен венчет», А. Павловскаян «Саланнă кĕлте», Н.Теветкелĕн «Пушă гильза» кĕнекисем палăрчĕç. Çак кĕнекесем пурте иртекен конкурс списокне кĕнĕ.

Литература каçĕнче вара вулама юратакансем хăйсем вуласа тухнă произведенисем çинчен каласа кăтартрĕç, ыттисене те вĕсемпе паллашма сĕнчĕç. Уйрăмах М. Васильева каласа пани кăмăла кайрĕ. Çамрăк вулакансем вара Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» кĕнекене килĕштерчĕç. Пирĕн тăрăхри чи активлă çамрăк вулакансем М. Васильева, Г. Алюшина, Т. Алюшина, И. Яковлева пулчĕç.

Е. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика