Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Л. Сарине çыравçă Кĕчкейри тĕлпулура

17 марта 2012 г.

Л. Сарине çыравçă Кĕчкейри тĕлпулура

Кĕчкей библиотекинче час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, нумай пулмасть тĕлпулăва Лидия Михайловна Сарине çыравçă килсе çитрĕ. Пире вăл хăйĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Унăн сăввисене итлесе те килентĕмĕр эпир.

Тĕлпулăва малалла Октябрьски шкулĕнче вĕренекен, Кĕчкей ялĕнче пурăнакан ачасем Л.Сарине çырнă «Наян мулкач» пьесине лартса панипе тăсрĕç. Уйрăмах М.Шиверов, М.Яковлева, Р. Алюшин, Ю.Вазюкова, М.Алюшин, Д.Уральский вылянисем кăмăла кайрĕç. Эпир лартнă спектакле Лидия Михайловна та кăмăлларĕ, ырларĕ. Вăл хайланă кĕнекесен куравне «Асли ăслă, кĕçĕнни сапăр пултăр» ят патăмăр. Тĕлпулу ачасене те питĕ килĕшрĕ. Вĕсем çыравçа хăйсен кĕнекисем çине асăнмалăх алă пустарчĕç.

Пирĕн ăна хăйĕн ĕçĕсене пăрахса тĕлпулăва килнĕшĕн чун-чĕререн тав тăвас килет.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика