Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан сыхланас ыйтусем тавра

17 марта 2012 г.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе тата пушар тухас хăрушлăхпа палăрса тăракан çуркуннехи-çуллахи тапхăра хатĕрленессипе районти Октябрьски ял тăрăхĕнчи Туппай Есмĕл, Акшик, Кивĕ Тукай ялĕсенчи халăхпа тĕлпулусем иртнĕ. Унта район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Н. Борисов, Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров, районти ОНД инспекторĕ А. Игнатьев тата республикăн ку енĕпе яваплă хăшпĕр ертÿçисем хутшăннă. Паллă ĕнтĕ, Октябрьски ял тăрăхĕн администрацийĕ муниципаллă пушар хуралĕ тытать. Кунта икĕ пушар автомашини пур, пушарçăсен талăкĕпех ĕçлекен дежурствине йĕркеленĕ. Ял çыннисем хăйсем те ку енĕпе профилактика ĕçне активлă хутшăнаççĕ. Тĕлпулусенче яваплă пуçлăхсем мĕнпур ыйтусем çине хуравланă, ялсене тирпей-илем кĕртес, хĕллехи вăхăтра çулсене юртан хырса тăрас ыйтусене сÿтсе явнă. Ял çыннисене вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма кирли çинчен аса илтерекен хутсем, вут-кăвар тухсан пурнăçламалли мерăсем çинчен листовкăсем валеçсе тухнă.

Çав кунах Аксарин ялĕнчи халăхпа та тĕлпулу ирттернĕ. Асăннă ял çыннисем Октябрьски ял тăрăхĕнчи пушар депоне тытса тăрас енĕпе пулăшу парасси çинчен килĕшÿ тунă. Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республики тăрăх ĕçлекен сотрудникĕсем Шĕнерпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе В. Кирилловпа та тĕл пулнă. Вăл кунти территорире пушар профилактикине мĕнле йĕркелени çинчен каласа панă. Ку енĕпе районти мĕнпур ялсенче тĕлпулусем иртмелле.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика