Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăхсем туянма та пулăшать

17 марта 2012 г.

Хăй вăхăтĕнче райпон хатĕрлев кантурне килти юрăхсăра тухнă çĕтĕк-çатăка, хут таврашне лавĕ-лавĕпе парса янине аслă ăрури çынсем аван астумалла. Халĕ макулатура тени кил-çуртсенче, тен, сахалрах, анчах та çĕтĕк таврашĕ çаплипех ытлашшиех пулма кирлĕ. Килте вĕсем усăсăр вырăн йышăнаççĕ пулсан, Октябрьски райповĕшĕн вара пĕртте ытлашши пулмĕç. Иртнĕ çулсенчи пекех, райпо макулатурине те, çĕтĕк-çатăкне те, тĕрлĕ йышши кĕленче савăтне те (тĕслĕхрен, «Балтика» йышши сăра кĕленчисене 50 пуспа, ытти тĕрлисене 10 пуспа) йышăнать. Ытлашши çĕтĕк е хут таврашĕнчен хăтăлас тесен, çакăн çинчен райпо магазинĕсене пырса пĕлтерме кăна ан ÿркен.

Хатĕрлев енĕпе Октябрьски райповĕ хăйĕн ĕçне анлăлатсах пырать. Халăхран сĕт, какай, пахчаçимĕç пуçтарасси тахçанах йăлара пулнă пулсан, юлашки çулсенче магазинсем çĕр ĕçĕпе тăрăшакансене удобренипе, утă-улăмпа, тырăпа, çĕрулми тата ытти пахчаçимĕç вăрлăхĕпе анлăн тивĕçтереççĕ. Кăçалхи çурхи тапхăр валли райпо 7 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, çĕрулмишĕн пит паха та пĕлтерĕшлĕ азофоска удобренийĕ те, ытти йышши кăткăс удобренисем те çителĕклех.

Ку çеç те мар. Çуллана тухас умĕн нумайăшĕ чăх-чĕп усрасшăн е вăл малтанах пулнă пулсан, йыша çĕнетесшĕн. Çак енпе те райпо халăха пулăшма хатĕр. Çак тапхăрта вăл çăмарта тăвакан «Род-айланд» породăллă чăхсем сутать. Пысăк тухăçлă чăхсен кашни пуçне 250 тенкĕпе туянма май пур. Капла тăвас тесен, райпо магазинĕсене заявка памалли кăна юлать.

Е тепри çуллахи тапхăрта сысна çури туянса самăртасшăн-и. Ку тĕлĕшпе те хыт пăшăрханас çук. Райпон хатĕрлев отраслĕ ( ăна Василий Иванович Максимов ертсе пырать) сысна çурипе тивĕçтерме те, ăна халăхран туянма та пултарать.

Мĕн кирли – йăлтах райпо магазинĕсенче, унта ĕçлекенсене заявка парсан çăмарта тăвакан ăратлă чăхне те, сысна çурине те, ытти чĕртавара та вăхăта сая ямасăр туянма май пур.

И. ПАВЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика