Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх çинчен манас марччĕ

17 марта 2012 г.

Çурхи кунсем çитнĕ май çанталăк ăшăтсах пырать. Унпа пĕрле пирĕн хамăрăн тата çывăх çынсен хăрушсăрлăхĕ çинчен те манма юрамасть. Сиссе те ĕлкĕреймĕпĕр – кÿлĕ-пĕве, тĕрлĕ юханшывсем çинчи пăр çийĕсем çÿхелсе юлĕç, шăта-шăта кайĕç. Юр пысăк хăвăртлăхпа ирĕлме тытăнсан ейÿ сарăлас хăрушлăх пур. Çавна май РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин шывра çÿрекен пĕчĕк йышши кимĕ-карапсен патшалăх инспекцийĕн (ГИМС) Сĕнтĕрвăрринчи участокĕн инспекторĕсемпе путакансене çăлакансен станцийĕн ĕçченĕсем тата ейĕве хирĕç кĕрешекен комисси районта пурăнакансен асăрханулăхпа тимлĕхе çухатмалла мар тесе палăртаççĕ.

Пулăçăсем çинчен вара уйрăм калаçу. Вĕсем яланхиллех нимрен хăрамасăр пăр çине тухаççĕ. Çапла вара пĕр лаптăкра нумай шăтăк (лунка) тума, пăр çинче сикме, чупма, ушкăнпа пуçтарăнса ларма юрамасть.

Кашни пулăçăн хăйĕнпе пĕрле çăлăнăç япалисем пулмалла. Вĕсен шутĕнче чи кирли – пĕр вĕçне 400-500 гр йывăрăш хăйăр тултарнă хутаç çирĕплетнĕ 12-15 метрлă вĕрен шутланать.

Енчен те сирĕнпе е таврари çынсемпе инкек сиксе тухрĕ пулсан, карас телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравлама пултаратăр. Хисеплĕ вулакансемпе район çыннисем хăвăрăн тата çывăх çынсен хăрушсăрлăхĕ çинчен самантлăха та манас марччĕ.

Е. ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика