Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара юрăхлă пулччăр

03 марта 2012 г.

«Маттур яшсем» тесе ят пачĕç Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа ирттернĕ конкурса Хуракасси хутлăхĕнчи 3 ялтан пуçтарăннă çамрăксем. Яшсене çара хатĕрлессине ку хутлăхра тимлесех пăхаççĕ. Çак тĕллевпех иртрĕ те асăннă вăйă-конкурс. Конкурса 4 каччă хутшăнчĕ, А.Смирнов (Хуракасси ялĕ), С.Емельянов (Хуракасси ялĕ), Г. Александров (Ваçликасси ялĕ), А.Иванов (Нарат Чакки ялĕ). Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç, ал вăйне виçрĕç, гантельсем çĕклерĕç, вичкĕнлĕхпе çивĕчлĕхе тĕрĕслес енĕпе ăмăртрĕç. Залран çамрăк пикесене суйласа илсе илемлĕ прическа туса ячĕç, унтан çак хĕрсенех шурă хутран майлаштарса «капăр кĕпесем» тăхăнтартрĕç, хутранах тата чечексем туса парнелерĕç. Ташлассипе Сергей Емельянова çитекенни пулмарĕ. Саша Иванов вара куракансене «Катюша» юрăпа тыткăнларĕ. Г.Александров «Чи чăтăмли» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулчĕ. А.Смирнов К.Васильевăпа вăрçă çинчен юрă юрларĕç.

А.Ашуркина, К.Оливанова, А.Ласточкина тата К.Васильева куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Уяв вĕçĕнче библиотекăсемпе клубсен центрĕн директорĕ О.Геронтьева вăййа хутшăнакансене пурне те Хисеп хучĕсемпе хавхалантарчĕ, парнесем пачĕ.

Туй кĕреки – фестивальре

Иртнĕ шăматкун Хуракасси Культура çурчĕ çумĕнчи «Шÿлкеме» фольклор ушкăнĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче пулчĕ. Кунта фольклор коллективĕсен фестивалĕ иртрĕ. Республикăри тĕрлĕ районсенчен килсе çитнĕ ушкăнсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. «Шÿлкеме» ĕлĕкхи чăваш туйне лартса пачĕ.Зала пухăннă халăха туй килсе кĕни, тавлашу юррисемпе такмаксем, хĕр йĕни те питĕ килĕшрĕ. Тăвăллăн алă çупса ăсатрĕ вăл хуракассисене.

Çитес кĕркунне «Шÿлкеме» ушкăн 25 çулхи юбилейне паллă тăвать. П. Илларионова, тĕслĕхрен, пĕрремĕш кунранах çак ушкăнра тăрать. Фестивале вăл туй ачи туса хăйĕн 8 çулхи мăнукне те илсе пынă.

Лидия Андреевна Кураковăна 70 çулта тесе ниепле те калаймăн. Юрлать те, ташлать те,çамрăксенчен те ирттерет вăл хăйĕн пултарулăхĕпе.

Асатте-асаннесен ырă йăли-йĕркисене упраса хăварас ĕçре çак коллектива çĕнĕ çитĕнÿсем сунас килет.

И. ВЕРИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика