Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл чи ырă çын

03 марта 2012 г.

Анне, аннеçĕм, анне! Мĕн тери çепĕç, чуна çывăх та таса сăмахсем. Тĕнчери пур чĕлхепе те анне тесе чĕнни ачаш кĕвĕ пек янăрать. Эпир çуралсанах анне сăнне куратпăр. Пур чĕлхере те вăл ачашăн пĕрремĕш сăмах.

Анне пире илемлĕ çут тĕнчене курма пурнăç парнелет, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе ÿстерет. Вăл пире усалтан асăрханма вĕрентет, лайăххипе начаррине уйăрма хăнăхтарать. Çавăнпа эпир лайăххипе ыррине çеç тума тăрăшатпăр, хамăр ĕçе хаклама пултаратпăр. Мана анне мĕн пĕчĕкрен ваттисемпе пĕчĕккисене, çутçанталăкпа чĕрчунсене пулăшма вĕрентнĕ. Хĕлле кайăксене сырăш туса паратăп, çуркунне йывăçсем лартатăп, çулла чечексем ÿстерме кăмăллатăп.

Мĕнле тав тумалла-ха пирĕн аннене. Эпир чирлесен миçе çĕр куç хупмасăр кулянман-ши вăл. Пирĕн ăна яланах савăнтарма тăрăшмалла. Эпир шкулта лайăх вĕренсен анне хĕпĕртет, эпир чирлесен е тĕрĕс мар ĕç тусан анне питĕ кулянать. Аннене тăнламалла, ăна кÿрентерме юрамасть. Вăл чи ырă çын. Телейлĕ пул, анне! Эпир яланах эсĕ вĕрентнĕ пек тума тăрăшатпăр.

Эпĕ халĕ 5-мĕш класра вĕренетĕп, аннепе вара питĕ мухтанатăп. Вăл питĕ маттур, шкулта вĕрентекен пулса ĕçлет. Анне ачасене çырма, шутлама, пĕр-пĕринпе туслă пулма ăс парать. Пире те килте пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарать. Эпир питĕ туслă. Пире анне ăшă алсиш, чăлха çыхса парать. Вăл мана тĕрлеме те вĕрентрĕ. Эпир унпа пĕрле кукăль пĕçеретпĕр. Эпĕ аннене питĕ юрататăп.

Е. САРБАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика