Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм-салтака хисеп туса

03 марта 2012 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтни 67-мĕш çула кайрĕ. Çĕнтерÿ кунне çывхартнă паттăрсем çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Нарат Чаккинче вăрçă ветеранĕсенчен шăп пĕр çын тăрса юлнă. Ку – Зинаида Алексеевна Никифорова.

Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă та сăпайлă çын вăл. Зинаида Алексеевна 19 çулта салтака кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче çамрăк хĕр тÿпене сăнаса тăнă. Нимĕçсен самолечĕсем ăçталла тата мĕнле хăвăртлăхпа вĕçнине пĕлнĕ те телефонпа пĕлтернĕ. Унтан хăлхапа чирлесе кайса госпитале лекнĕ. Госпиталь хыççăн 2-мĕш Белорусси фронтне Рокоссовский генерал патне лекнĕ. Унта регулировщик пулнă. Зинаида Алексеевна Польшăна, Германие çитнĕ. Штейтин хулинчен вара киле таврăннă.

Кăçалхи нарăсăн 27-мĕшĕнче З. Никифорова 90 çул тултарчĕ. Çулĕсене пăхмасăрах вăл ялти пур уява та хутшăнать. Çамрăксене вĕрентсе сумлă сăмахсем калать. Нарат Чаккинчи культура ĕçченĕсем – Л. Данькова, Н. Перцева,В. Ильина – юбиляр патне вырăнти хутлăх пуçлăхĕнчен М. Николаевăран салам сăмахĕсем тата парнесем илсе пычĕç, хĕрарăма вăрăм кунçул сунчĕç. Хăйне юбилейпе саламлама килнĕ хăнасене Зинаида Алексеевна кăмăллăн йышăнчĕ, ăшпиллĕн калаçса ларчĕ, чей ĕçтермесĕр кăларса ямарĕ.

В. ИЛЬИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика