Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсемпе тата артистсемпе пĕрле пулчĕç

03 марта 2012 г.

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Шĕнерпуç шкулне таврари ял халăхĕ питех те йышлă пуçтарăнчĕ. Чи малтанах ял çыннисем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю. Моисеевпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе А. Разумовпа, республикăра çĕрулми çитĕнтерессипе палăрнă «Слава картофелю» хуçалăх ертÿçипе А. Капитоновпа, Чечня вăрçине хутшăннă В. Борисов генерал-майорпа, Раççей Геройĕпе, авиаци генерал-майорĕпе Н. Гавриловпа тата ыттисемпе те тĕл пулса калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. В. Борисовпа Н. Гавриловăн пурнăç çулĕ, çапăçу саманчĕсем çинчен хатĕрленĕ презентацисемпе, районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ял çыннисем хăнасене хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусем пачĕç, вĕсем çине хуравсем илчĕç. Тĕслĕхрен, вĕсене Сĕнтĕрвăрри хулинче нумаях пулмасть уçăлнă, 30 тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем паракан Центр (многофункциональный Центр государственных и муниципальных услуг) кăсăклантарчĕ. Ялти Культура çурчĕн шăпи те пăшăрхантармасăр иртмерĕ.

Çакăн хыççăн сцена çинче Шупашкартан килнĕ «Асамат» чăваш эстрада ушкăнĕ концертпа савăнтарчĕ. Ку ушкăнăн концерчĕ Çĕнĕ Шупашкар хули çумĕнчи лаша спорчĕн шкулĕн директорĕн В.Красновăн парни пулчĕ. Артистсем хăйсен пултарулăхĕпе туллин савăнтарнисĕр пуçне залра ларакансемпе пĕрле «Тус-тăван юрри», «Çуралнă кун ячĕпе» юрăсене чунтан шăрантарчĕç.

Тăвăллăн алă çупса, тав туса уйрăлчĕç ял çыннисем артистсемпе. Çакнашкал ыр туйăмлă концерт нумайлăха юлĕ вĕсен асĕнче.

Н. ПЕТРОВА.

Чураш ялĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика