Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ветеранĕсем хисепре

03 марта 2012 г.

Юлашки çулсенче ветерансене социаллă пулăшу парассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçине хутшăннисене кил-çуртпа тивĕçтерме майсем пур. Унсăр пуçне «Ветерансем çинчен» федераци законĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, асăннă вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсен çемйисен членĕсене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшать. Çакна пирĕн районти нумай-нумай ырă тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Акă, иртнĕ уйăх вĕçĕнче Октябрьски ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров кунта пурăнакан Н. Терентьевăпа Л. Сидякова тăлăх арăмсене (мăшăрĕсем, вăрçă участникĕсем, халĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă) çурт хăпартма е хваттер туянма социаллă тÿлев илме май паракан свидетельствăсем панă. Ку хутлăх территорийĕнче пурĕ черетре 13 ветеран тăнă, вĕсенчен 9-шĕ паянхи кун тĕлне асăннă документа илнĕ.

Е.ВЕРНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика