Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа хаклама пĕлеççĕ

03 марта 2012 г.

Иртнĕ ытларикун Сĕнтĕрвăрринчи 28-мĕш номерлĕ професси училищинче куç курманнисен пĕрлешĕвĕн вырăнти бюровĕн отчетлă конференцийĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев, хула пуçлăхĕ П.Михайлов, Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Ю.Сергеев тата специалисчĕ Т.Осипова, Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи М.Маренина, районти социаллă тивĕçтерÿ центрĕн ертÿçи Н.Тарасова тата асăннă пĕрлешÿре тăракансенчен суйланă делегатсем хутшăнчĕç.

Паянхи кун тĕлне куç курманнисен пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕнче 119 çын шутланса тăрать, вĕсенчен 19-шĕ ачасем. 77 инвалид пирĕн тăрăхран, ыттисем – Шупашкар районĕнчен (вырăнти уйрăм икĕ район çыннисене пĕрлештерсе тăрать).

Вырăнти пĕрлешÿ япăх куракансен тата пачах суккăррисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Çавна май бюро членĕсем сусăрсен пурăнмалли условийĕсене çитсе кураççĕ, тĕрĕслеççĕ, хаклаççĕ. Кунсăр пуçне район больницин окулисчĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме те тивет. Пĕрлешÿ членĕсем валли тăтăшах район администрацийĕн, социаллă пулăшу паракан пайăн, Пенси фончĕн, «Поддержка» страхлакан компанин тата районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсемпе тĕлпулусем иртеççĕ. «Окно в мир» социаллă проект ĕçленипе кăçал куç курманнисен пĕрлешĕвĕнче тăракан виçĕ çын компьютерпа ĕçлеме вĕреннĕ. Кунсăр пуçне килĕшÿллĕ професси алла илме те майсем çук мар. Акă, В. Фокин Мускав облаçне кайсах вĕреннĕ.

Куç курманнисем валли час-часах тĕрлĕ мероприятисем те йĕркелесе ирттереççĕ. Вĕсем район тата республика шайĕнчи конкурссемпе ăмăртусене хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ çул бюро председателĕ Т. Ефимова вырăс шашкисен тата шахматсен республика чемпионатĕнче мала тухнă, В. Голыгин та республикăри куç курман поэтсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асăннă пĕрлешÿ членĕсен ачисемпе мăнукĕсем валли те ятарлă конкурссем йĕркеленеççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем хайсем сусăррине пăхмасăр малалла пурăнма ăнтăлаççĕ, пурнăçа пур енлĕн те хаклама пĕлеççĕ, тавракурăма тăтăшах анлăлатаççĕ, аталантараççĕ. Çакна тума вĕсене ятарлă «калаçакан» кĕнекесем те пулăшаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев мероприятие хутшăннă май инвалидсен нушисемпе, кулленхи проблемисемпе паллашрĕ кăна мар, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ, куç курманнисен пĕрлешĕвне вăй çитнĕ таран пулăшса пыма шантарчĕ, сусăрсене тата ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварчĕ.

М.Маренина Пенси фончĕн системинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех конференцие хутшăнакансем умĕнче П.Михайлов, Ю. Сергеевпа Н.Тарасова та тухса калаçрĕç.

Отчетлă конференцие вĕçленĕ май иртнĕ çулталăкра бюро мĕнле ĕçленине хак-ларĕç, кăçалхи ĕç планне палăртрĕç. Куç курманнисен пĕрлешĕвĕн членĕсем 28-мĕш номерлĕ професси училищин администрацине çÿлерех асăннă мероприятие ирттерме уйăрнă кабинетшăн тата кăнтăр апачĕшĕн тав сăмахĕ калама та манмарĕç.

Е. МАКАРОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика