Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă тĕлпулусем

03 марта 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев кунсерен тенĕ пекех ял хутлăхĕсенчи халăхпа тĕл пулса калаçать, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланать. Акă, нумай пулмасть вăл Кĕслеяль, Урхас Кушкă, Сĕнтĕрпуç ялĕсене çитсе килнĕ, кунта пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Асăннă тĕлпулусене Октябрьски райповĕн правленийĕн председателĕ О.Тимофеева, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В. Васильев, Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи М. Маренина, район больницин тĕп врачĕ В. Езюкова, ветеринари службин пуçлăхĕ В. Уланкова та хутшăннă. Мероприятие пухăннисене район аталанăвĕн çул-йĕрĕпе, кăçалхи ĕç планĕпе паллаштарнă, чылай ыйтусем çине хуравланă.

Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче пурăнакан 18 аслă ăру çынни тата Сĕнтĕрпуç тăрăхĕнчи 8 çын, нумай çул хушши хăйсен ĕç вырăнĕсенче тăрăшса ĕçленĕ- скерсем, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Çавăн пекех çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхне Чăваш Республикин социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен Патшалăх Канашĕн Комитечĕн председателĕ П.Краснов килсе кайрĕ. Ĕçлĕ çулçÿрев вăхăтĕнче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Моисеевпа Анатри Кушмара, Шупашкар Ĕсмĕл, Тури Кушмара тата Карапашпа Хуракасси ялĕсене çитсе килнĕ. Кунти ял халăхĕсемпе тĕл пулса вĕсен проблемисене сÿтсе явнă.

Тепĕр анлă тĕлпулу районти Культура çуртĕнче иртнĕ. Унта нумай хваттерлĕ çуртсен представителĕсемпе çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем пухăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, экономика политикин, агропромышленнăç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ О.Мешков, «Чувашагроснаб» уçă акционерлă общество директорĕ В.Антонов, район пуçлăхĕ В.Морозов, администраци пуçлăхĕ Ю.Моисеев тата унăн пĕрремĕш çумĕ Н.Краснов, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев хутшăннă.

Çÿлерех асăннă сфера яланах нумай ыйту çуратаканнисенчен пĕри шутланать. Çавна май ку хутĕнче те управляющи компани ертÿçисен чылай хурав пама тивнĕ. Мероприятие хутшăнакансем коммуналлă хуçалăх «уçă» пулмаллине уйрăммăн палăртрĕç. Çавăн чухне тин эпир хамăр тÿленĕ кашни пус, тенкĕ ăçта кайнине пĕлме пултаратпăр.

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика